26 июня 2018 г.
АПК аталанăвĕпе экологи пайĕ районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кăçалхи пилĕк уйăхра мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Пур йышши хуçалăхсенче 1079 тонна (103,8 пр.) аш-какай, 8697,9 тонна (101,8 пр.) сĕт туса илнĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче - 146,7 тонна (160,3 пр.) аш-какай, 3332,5 тонна (95,4 пр.) сĕт. Пĕр ĕне пуçне вăтамран 2449 килограмм (2017 çулта - 2442 кг) сĕт сунă. Сĕтпе "Акконд-агро фирма" обществăри, Илларионовпа Грачев хресчен фермер хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансем палăрнă, аш-какайпа - "Акконд-агро фирма" общество, Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ, "Дружба" ЯХПК.
Мăйракаллă шултра выльăхсем пур йышши категориллĕ хуçалăхсенче 8924 пуç шутланать, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 3298 пуç.
Талăкра вăтамран 611 грамм ỹт хушаççĕ выльăхсем. Ку енĕпе "Новый путь" ЯХПК, Грачев тата Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕсен коллективĕсем малта пыраççĕ.
Пурĕ 733 пăру (2017 çулта - 755) илнĕ.
Е.АЛЕКСАНДРОВА.