26 июня 2018 г.
Чăваш регионĕнчи "Ассоциация ветеранов ГСОВГ, ГСВГ, ЗГВ тата стран Варшавского Договора" обществăлла организацийĕн членĕсем çак кунсенче Енĕш Нăрвашра ятарлă семинара пуçтарăннă. Ăна Германири Совет çарĕсен ушкăнне йĕркеленĕренпе 73 çул çитнине халалланă. Асăннă мероприятине Тăвай, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенчи тата Канаш хулинчи ветерансем хутшăннă. Чи малтанах пухăннисем Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче пулнă, тĕрлĕ экспозицисемпе паллашнă. Уйрăмах "Паттăрлăх", "Çĕршыва хỹтĕлекен" пỹлĕмĕсемпе тата интернационалистсен кĕтесĕсемпе кăсăкланнă. "ГСОВГ, ГСВГ, ЗГВ и ВД" ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ятарлă альбомсене тĕплĕн тишкернĕ. Енĕш Нăрвашри музей ĕçне пысăк хак парса, малашнехи ĕçре ăнăçу сунса тав сăмахĕсем çырса хăварнă. Ветерансен ушкăнĕ ялти асăну палăкĕ тата воин-интернационалистсене халалланă обелиск патĕнче пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Енĕш Нăрвашран 603 çын хутшăннă, вĕсенчен 252-шĕ миршĕн, ирĕклĕхшĕн пуçĕсене хунă. Ветерансен ушкăнĕ ячĕпе палăк умне чĕрĕ чечексем хунă тата шăплăх минучĕ ирттернĕ. Асăну самантне Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренекенсемпе учительсем те хутшăннă.
Канашлура организацин ĕç-хĕлне тишкернĕ, умра тăракан тĕллевсене палăртнă, çав шутра çамрăксене çарпа патриотла воспитани парассипе уйрăмах тимлес ыйтусене хускатнă. Енĕш Нăрваш шкулĕн спортзалĕнче уйрăм çынсем тата районсенчи организацисем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем иртнĕ. Пневматикăлла винтовкăран перессипе чи маттурри Комсомольски районĕнчи В.Г.Голландцев (37 очко) пулнă. Ун хыççăнхи вырăнсене ветерансен организацийĕн ертỹçи В.Н.Степанов тата А.А.Сапожниковпа (Комсомольски) М.С.Иванов (Тăвай) тухнă. Автомата салатса пуçтарассипе П.П.Степанов (38,3), А.М.Гаврилов (Тăвай) тата Ю.П.Филиппов (Комсомольски) çĕнтернĕ. П.Степанов çавăн пекех пĕр пăтлă кире пуканне пĕр минут хушшинче чи нумай çĕкленĕ, ун хыççăнхи вырăнсене В.Голландцевпа В.Степанов пайланă. А.А.Антонов 60 çулхисем хушшинче (Тăвай) 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Урайĕнчен ỹт-пĕве çĕклессипе В.Голландцевпа Ю.Филиппов чи маттуррисем пулнă (55-51).
Волейбол тупăшăвĕнче тăвайсем каçалсене 2:0 шутпа парăнтарнă.
Ветерансем ăшă калаçăва çавра сĕтел хушшинче малалла тăснă. Уйрăм çĕнтерỹçĕсене грамотăсем парса чысланă. Командăсем хушшинчи ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ çапларах: 1-мĕш вырăнта - Тăвай ветеранĕсем, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче - Комсомольскипе Сĕнтĕрвăрри районĕсем. Çав кун хăш-пĕр ветерансем "100 лет Вооруженным Силам России" юбилей медалĕсене те тивĕçнĕ.
Енĕш Нăрвашри культура çурчĕ çумĕнчи "Саймал" пултарулăх ушкăнĕ хитре юрăсемпе саламланă. З.И.Васильева, В.М.Ефимов, Г.В.Русская юрланине тăвăллăн алă çупса йышăннă.
"Тавах сире, тăвайсем, тавах нăрвашсем! Тепре тĕл пуличчен!" - тесе уйрăлнă хăнасем.
В.ПЕТРОВ,
музей заведующийĕ, ăмăртусен судйи