АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр руль умĕнче

26 июня 2018 г.

 

Чăваш Ен ĕçлеме пĕлекен тата ытларах тума тăрăшакан пултаруллă çынсемпе палăрса тăнине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те палăртнăччĕ-ха. Ун пек хастарсем хуласенче те, хамăр тăрăхри ялсенче те сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Çăлпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ хĕрĕх çул ытла Тăвайра тĕпленсе пурăнакан Владимир Васильевич Феофанов. Çитес уйăхра, çу варринче, вăл çут тĕнчене килнĕренпе утмăл сакăр çул çитет пулин те, паян кун та машинăпа çỹрет вăл - районти халăха социаллă пулăшу паракан центр водителĕнче тăрăшать. Чăннипе, никам та хăйĕн çулĕсене памасть ăна, чылай çамрăкрах, вăшăл-вашăл та маттур курăнать вăл. Амăшĕ, Мария Михайловна, сумлă та вăрăм кун-çул пурăнаканскер, тăхăр вун тăваттăра пырать. Паян кун та чĕпсем пăхать. Ахăртнех, ген текенни - несĕл паллисене ăруран ăрăва параканни - амăшĕнчен унăн.

Владимир Васильевич ỹссен кам пуласси, çакна вăл хăй те хирĕçлемест, ачаранах паллă пулнă. Ашшĕ те, кукашшĕ те, амăшĕ те малтанхи вăхăтра сельхозтехника тытăмĕнче тăрăшнă, машинăпа ĕçленĕ, нефть продукчĕсемшĕн яваплă пулнă. Володя та, Тăвайра вăтам шкул пĕтерсен, пĕчĕклех водитель пулас шухăшпа хĕмленнĕскер, Канашри ДОСААФ шкулĕнче вĕренсе, алла шофер прави илнĕ. Виталий Кузьмич Михайлов вĕрентнĕ вĕсене, техника тĕнчине çул уçса панă. Алла права илсе ĕçлеме пуçланăранпа кăçал шăпах аллă çул унăн. Çур ĕмĕр тенĕ пек алăран руль кайман. Акă мĕнле туслă та тарăн варлă пулма пулать техникăпа, суйласа илнĕ профессипе. Водитель ĕçне чунпа-юнпа парăннине пĕртте тунмасть Владимир Васильевич. "Манăн пĕтĕм пурнăçăм вăл", - тет сăпайлăн.

Ĕмĕрĕн пысăк пайне райсельхозтехника тытăмĕнче вăй хунă вăл. Тăршшĕпех ЗИЛ-554 машинăпа ĕçленĕ. Вăтăр пилĕк çул пĕр çĕрте. Мăшăрĕ те, Лидия Степановна, автопаркра диспетчер пулнă. Асăннă предприяти ỹсĕмĕсенче вĕсен тỹпи пысăк. "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕ районти тĕп производство предприятийĕсенчен пĕри шутланнă. Кунта юсав ĕçĕсем пурнăçланă, техника продукцийĕ кăларнă, тĕрлĕ грузсем турттарнă, хуçалăхсемпе предприятисене тĕрлĕ ĕçре пулăшнă тата ытти те. Тăвайри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ çулсенчех "Полевод-механизатор", унтан Канашри автошкулта шофер профессийĕсене вĕреннĕскер, райсельхозтехникăра ĕçлеме тытăннă малтанхи çулсенчен пуçласах Владимир Феофанов "Чи лайăх водителе" вымпелсене, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи", "Аварисĕр ĕçленĕшĕн" знаксене, чемпион лентисене, Хисеп грамотисене, "Профессипе чи лайăххи" ята тивĕçнĕ. Предприятирен те, районтан та, республикăран та панă вĕсене. Эпĕ ыйтнипе Владимир Васильевич вĕсене сĕтел çине кăларса хучĕ те, ытла та нумай пулнăран малтанах хăш наградăран пăхма пуçламаллине те хыпăнса тăтăм. Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн, тунă çитĕнỹсемпе лăпланса ларманшăн, ăсталăхпа хастарлăха ỹстерсе пынăшăн панă çав наградăсене. Машинăна юсавлă тытнă, куллен рейса тухнă. Ăçта кăна илсе çитермен пулĕ çулсем. Тĕрлĕ тиевпе Баку, Ташкент, Ереван, Киев хулисене тата ытти çĕре те çитнĕ. Чылай чухне унпа пĕрле Михаил Голубев водитель пулнă. Сăмахран, Канашри агрегат завочĕн продукцийĕпе аякри чылай хулана çитнине каласа парать Владимир Феофанов. Новосибирск облаçĕнчи Кочки районĕнчи "Новорешетовский" совхозра тырă пухса кĕртнĕ çĕрте те пĕрле пулнă вĕсем. Вĕсене иртнĕ ĕмĕрхи сакăр вуннăмĕш çулсенче унти çĕрĕçлекенсене тырă пухса кĕртес ĕçре пулăшма республикăран янă пулнă. Инçет çĕрте те пысăк хастарлăх кăтартнă, комбайнсем патĕнчен машинăсемпе тырă турттарнă, çĕр çывăрмасăр тенĕ пек ĕçленĕ. Унтан та Хисеп грамотипе таврăннă. Кочки районĕнчи "Степные зори" хаçатăн Хисеп хăми çинче вара вĕсен хушамачĕсене тăтăшах курма пулнă. Вырма тенĕрен, районти "60 лет Октября" колхозри çĕрĕçлекенсене те чылай çул хушши тырă пухса кĕртме пулăшнă Владимир Феофанов, унтан тухма та пĕлмен хĕрỹ вăхăтра. Ахальтен мар ăна Чăваш АССР Министрсен Совечĕ ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Хисеп грамотипе наградăланă тата "1979 çулхи вырмара автомобильпе ял хуçалăх продукчĕсем турттарас ĕç отличникĕ" хисеплĕ ят панă. Çакăн пек пысăк чыса каярах та тивĕçнĕ вăл.

Владимир Феофанов хăй вăхăтĕнче мĕне-мĕне пултарнине тата мĕнле наградăсене тивĕçнине асăнса пĕтерме чăннипех те çăмăл мар. "Россельхозтехника" тытăмĕнчи çамрăк автомобиль водителĕсен професси ăсталăхĕн конкурсĕнче те 1988 çулта иккĕмĕш вырăн йышăнать вăл. Конкурс Тамбов облаçĕнчи Кирсанов хулинче иртнĕ. Çавăн чухне унăн ячĕпе предприятие ЗИЛ-554 автомашина черетсĕр параççĕ. "Унпа вунпĕр çул ытла ĕçлерĕм", - тет Владимир Васильевич. Паллах, ăна сехет пек тытнă, нумай çул тухăçлă ĕçлеме пултартăр тенĕ. Хăйне çĕнĕ машина парсан, вăл ĕçленипе малалла Владимир Степанов çỹренĕ чылай хушă.

1986 çулхи августăн 29-мĕшĕнче Владимир Васильевич Феофанова ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе III степень "Ĕç Мухтавĕн" орденĕпе наградăланă.

Кăçалхи акатуйра та манмарĕç ĕçчене- район администрацийĕн Хисеп грамотине тата хаклă парне парса чыс турĕç. Халĕ вăл, маларах асăннăччĕ ĕнтĕ, халăха социаллă пулăшу паракан Тăвайри центр водителĕ.

Кăмăллă та ĕçчен çынсем пулнăран килĕнче те туслă та килĕштерсе пурăннине каласа параççĕ. Мăшăрĕ, Лидия Степановна, пенсире халĕ. Диспетчерта тăрăшнă çулсенче нумай хисепе тивĕçнĕ вăл. Килхуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те тытнă. Халĕ те бройлерсем ỹстереççĕ. Алă усса ларма хăнăхман вĕсем. Ывăлĕсем, вĕсем виççĕн, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ Мускавра, Тольяттире, Грознăйра. Чечняри - кĕçĕнни, вăл унта контрактпа службăра тăрать, ашшĕ пекех, водитель, машинăпа çỹрет. Анчах кирек ăçта пурăнсан та, ашшĕ-амăшне манмаççĕ. Çакă паха.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика