26 июня 2018 г.
Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи Павел Иванович Федорова астăватăп та, вăл ачалăх çулĕсенче урамра чупса çỹренĕ чухнех машина кăшкăртнă евĕрлĕ сасă кăларма пĕлетчĕ, хăйне унпа ĕçленĕ пек туятчĕ пулас.
Чăнах та, ялти шкула пĕтерсен, Тăвайри вăтам шкула пĕлỹ илме çỹрерĕ. Унтан Канашри автошкула çул тытрĕ, водителе вĕренсе тухрĕ. Çул çитсен Павăла Совет Çарне илчĕç. Инçет Çĕпĕре лекрĕ вăл, икĕ çул хамăр çĕршывпа Монголи чикĕленнĕ вырăнта службăра пулчĕ. Пуянкасси çамрăкĕ хăйĕн тивĕçĕсене унта та тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
Служба хыççăн районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне водителе вырнаçнă вăл, тăрăшнине кура ăна аякри яваплă рейссене те янă. Предприяти ертỹçисен, пĕрле ĕçлекен юлташĕсен шанăçне тỹрре кăларас тĕллевпе машинине таса та тирпейлĕ, юсавлă тытма тăрăшнă вăл, вăхăт майлашăнсанах капотне уçса хытармаллисене хытарнă, пăрмаллисене пăрнă, улăштармаллине улăштарнă е пăхса-йĕркелесе янă. Техника тимлĕхе юратать. Ун чухнехи автопарк начальникĕ Павел Ивановичпа юлташĕсене инçетри рейссене кашнинчех ырă сунса ăсатнă.
1987 çулта Геннадий Кириллович Иванова районти "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕн ертỹçине лартаççĕ. Вăл Павел Ивановича асăннă предприятин çăмăл машинипе ĕçлеме сĕнет. Çамрăк килĕшнĕ. Çăмăл машинăпа ытларах начальниксем çула тухнă, Павел Иванович вĕсене кирлĕ çĕре вăхăтра илсе çитернĕ. Çавăнпа машинине те çула тухма яланах хатĕр тытнă, ăна ĕçе иртерех çитсе тепĕр хут пăхса яма тимленĕ. Çавăншăн, хастарлăхшăн, юратнă та ăна ертỹçĕсем. Сăмах майăн асăнсан, хăй вăхăтĕнче ăна район шайĕнчи депутата та суйланăччĕ. Тав хучĕсемпе грамотăсене те тăтăшах тивĕçнĕ вăл. Халĕ те алăсене усса лармасть, ялта хуçалăх тытать, хуралçăра та ĕçлерĕ юлашки çулсенче. Çынсене автомашинăпа пулăшма та вăхăт тупать.
Çемьеллĕ. Икĕ ача çуратса ỹстернĕ вĕсем мăшăрĕпе Татьяна Александровнапа пĕрле. Аслă ывăлĕ Шупашкарта тĕпленсе пурăнать, кĕçĕнни çемйипех Санкт-Петербургра. Павел Ивановичăн мăшăрĕ Татьяна Александровна мĕн çамрăкранпах сĕт-çу заводĕнче тăрăшать, ахаль рабочирен технолога çитнĕ. Халĕ районти завод ĕçлеменрен Комсомольскине çити ĕçе çỹрет, ирех çула тухать.
Иккĕшĕ те ялта хисепре, ятлă-сумлă. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вĕсем.
Ф.ПЕТРОВ.