15 июня 2018 г.

Тăвай ен çыннисем кăçалхи ĕçпе юрă тата спорт уявне иртнĕ вырсарникун, çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче пухăнчĕç. Юбилейлă, 65-мĕш ”Акатуй” пулчĕ районта. Çурхи уй-хир ĕçĕсене, Раççей кунне, Ырă ĕç тăвакансен тата Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ- сене халалларĕç ăна.
Йăлана кĕнĕ пек “Аль” спорткомплекс территоринчех йĕркелерĕç ку уява. Ырă ĕç тăвакансем стадиона маларах тасатса тирпейленĕ. “Тăвайри кооператив” потребобществăн суту-илĕвĕпе обществăлла апатлану коллективĕсем, уйрăм предпринимательсем тата ыттисем ирех харпăр-хăйĕн вырăнĕсене илемлетме тытăнчĕç. Мангалсенче кăвайт çунма, таврана ăшаланă аш-какайăн ырă шăрши сарăлма пуçларĕ. Ачасем аттракционсем çинче сиксе-ярăнса савăнчĕç.
Кашни ял тăрăхĕ, харпăр хăй территоринчи çынсен пултарулăхĕпе паллаштарса, картиш йĕркеленĕ, пĕринчен тепри илĕртÿ-ллĕрех вĕсем. Куç илес килмест чăваш йăли-йĕркисене сăнарлакан картишсенчен.
Уяв программи ача-пăча коллективĕсен концерчĕпе пуçланчĕ. Пирĕн çитĕнекен ăру чăннипех те маттур, еплерех çаптараççĕ ташша, сассисем уçă.
Стадионти театрализациленĕ номерпе пухăннисем кăмăлласах паллашрĕç. Иван Яковлевич Яковлев пулăшнипе чăвашсем епле аталанса пынине сăнарларĕç ялсенчи культура ĕçченĕсемпе библиотекарьсем.
Чăваш тумне тăхăннă çамрăксем сухапуçлă утпа лапам тăрăх иртеççĕ, кĕвентепе тулли витресем йăтнă чăваш пикисене чылайччен пăхса тăрас килет.
Вĕсене сăнанă май куç умне асаттесен йывăр, чыслă, чуна киленĕçпе шанăç кÿ- рекен ĕçĕ тухать. “Алран кайми аки-сухи, асран кайми ати-ани” юрă кĕввине ĕнĕрлеме пуçлатăн сисмесĕрех.
Тĕрлĕ тĕслĕ шарсене пĕлĕтелле вĕçтерсе яраççĕ кĕçех ачасем. Кăмăла çĕклекен самант.
Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсен карти сцена еннелле утать, ăна пĕрлештернĕ хор йышăнать кĕçех. Çакăн хыççăн ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р.Маркова ертсе пынипе Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсене шăрантарчĕç вĕсем.
Ун хыççăн сцена çине район ертÿçисем - В.Ванеркепе А.Шакин тухрĕç.
Малтан Александр Валерьевич сăмах илчĕ, вăл районта пурăнакансене, килнĕ хăнасене çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа, “Акатуйпа” ăшшăн саламларĕ.
Владимир Алексеевич кĕскен çурхи уй-хир ĕçĕсемпе, Тăвай ен çыннисен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. “Кăçал тырпул пысăк тухăçпа савăнтарасса шанатпăр. Ăнăçлă ĕç-хĕл пире пĕр чăмăра пĕрлештертĕр, кашни килте телейпе ăнланулăх хуçалантăр”, - тесе ырă сунчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Унтан трибуна умне ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ С. Ананьева тухрĕ, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ.
-Июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей патшалăхĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕрне - Раççей кунне паллă тăваççĕ. “Раççее шанăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн-шĕн анне пекех пулĕ”, - тесе пилленĕ пире чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев. Паллă ĕнтĕ, Раççей хăйĕн регионĕсемпе вăйлă. Чăваш Республикинче пурăнакансем пирĕн пысăк çĕршывăн ытти гражданĕсем пекех, хăйсен ĕçри çитĕнĕвĕсене Раççей аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ, аслă çĕршывăмăр вăй-хăватне çирĕп- летме пулăшаççĕ. Çывхаракан Раççей кунĕпе сире”, - терĕ Светлана Ивановна.
Юратнăран та юратнă ентешĕмĕр, СССР халăх артистки В.Кузьмина та пулчĕ саламлакансем хушшинче. Вуннăмĕш теçеткене ваклать пулин те, чăн-чăн чăваш пики пекех çамрăк-ха вăл, сăввине чуна витермелле вуларĕ пултаруллă хĕрарăм.
“Тăвай енĕн хаклă çыннисем, сире чăваш наци уявĕпе - Акатуйпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Акатуя çуллен ирттерсе эсир наци йăли-йĕркине упрама хавхалантаратăр, пур професси çыннисене ĕçе, искусствăна, спорта явăçтарса пĕрлештеретĕр. Пире, Шупашкарта пурăнакан ентешĕрсене, хăвăр пекех харсăр пулма хистетĕр”, - çакнашкал ăшă сăмахсемпе вĕçлерĕ калаçăвне Тăвай ентешлĕхĕн ертÿçи Н.Никитин. Николай Васильевич район администрацине, футболистсемпе волейболистсене парнесем пачĕ.
Районти ял хуçалăх производствинче мала тухнисене чыслама пуçларĕç çакăн хыççăн.
“Çураки чемпионĕ-2018” тесе çырнă лентăна “Акконд-агро фирма” обществăн механизаторне Георгий Николаевич Григорьева çакса ячĕç. Ăна çавăн пекех ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе савăнтарчĕç.
Юрă хыççăн юрă шăранчĕ уявра. Культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕн, Канаш хулинчи тата хамăр районти художество пултарулăх коллективĕсен номерĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç çынсем.
Хушăран çумăр та пĕрĕхкелерĕ, анчах саланма васкамарĕ халăх.
Спорта юратакансем волейболла, мини-футболла вылярĕç, кире пуканĕ йăтрĕç, кĕрешÿпе интересленекенсем те нумайăн пулчĕç, армрестлингра ал вăйĕ виçрĕç.
Ал ĕç ăстисен куравĕпе те питĕ интересленчĕç уяврисем, районти ял тăрăхĕсен “Хăна картишĕсем” те кăмăла кайрĕç вĕсене.
“Тăвайри кооператив” потребобществăн суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсем хăйсен çăкăрпа булка изделийĕсене, шÿрпе, шашлăк, ытти таварсем сĕнсе илем кÿчĕç “Акатуй-2018” ĕçпе юрă тата спорт уявне.
Шупашкарти “Паха тĕрĕ” коллективăн чăваш наци тумĕсем те килĕшрĕç тăвайсене.
Кашниех хăй чунне савăнтармалли мĕнле те пулин йăпанăç тупрĕ уявра.