АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче чемпионачĕ пуçланчĕ

15 июня 2018 г.

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн футбол чемпионачĕ старт илнĕ.
32 команда хутшăннипе 11 хулари - Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти, Екатеринбургри, Самарăри, Саранскри, Сочири, Ростоври, Калининградри, Чулхулари, Волгоградри 12 стадионра пĕтĕмпе 64 вăйă иртет.
Раççейĕн пĕрлештернĕ команди чемпионат уçăлнă кунах пĕрремĕш турта Сауд Аравийĕн командипе Мускаври “Лужники” стадионра тĕл пулнă. Пирĕн футболистсен хăйсен ушкăнĕнче çавăн пекех Египет тата Уругвай командисемпе вылямалла.
Раççейре асăннă турнир пуç- ласа иртет. Çĕршывра пурăнакансем пурте тенĕ пекех пур матча та пуçласа тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ. Цифрăллă эфир телевиденийĕн сечĕ (ЦЭТВ) çакна тума май парать. Вăл 10 телеканалтан тăракан пакета (мультиплекс) трансляцилет, çак шутра - футбол чмпионачĕн вăййисене кăтартакан «Пĕрремĕш канал» тата «Россия 1», «Матч ТВ» каналсем те. Чемпионат вăхăтĕнче асăннă виçĕ телеканал 64 футбол матчне пурне те кăтартĕ.. Июнĕн 14-28-мĕшĕсенче телевизорпа кунсерен 3-4 матч кăтартаççĕ. Унтан пĕр кунта - икшер матч. Июлĕн 14-мĕшĕнче командăсем 3-мĕш вырăншăн кĕрешĕç. Июлĕн 15-мĕшĕнче - тĕнче чемпионачĕн финалĕ. Çаксене эпир цифрăллă телевидени эфирĕ пулăшнипе ниçта та мар, килтех пăхма пултаратпăр.
Шупашкар варринче тĕнче чемпионачĕн матчĕсене пăхма пысăк экран (14х7 метрли) вырнаçтараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика