АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăр пулмах çуралнă

15 июня 2018 г.

Тухтăр пулмах çуралнă

Ĕçе чунтан парăннине, ырă кăмăлне, ăсталăхне палăртаççĕ ĕçтешĕсем те, ертÿçĕсем те районти тĕп больницăри Людмила Николаевна Игнатьева эндокринолог çинчен калаçу пуçарсан.
Иртен пуçласа каçченех шу-хăшĕ пациентсем çинче пулĕ унăн. Больницăра вĕсене йышăннипе пĕрлех, тухса çÿрейменнисем патне те килĕсене вăхăтра çитмелле. Вĕсем ăна куç пекех кĕтеççĕ-çке. Паян та, акă, хĕрĕ патĕнче пурăнакан 90 çулхи кинемине кĕрсе пăхмалла. Тăтăшах чĕрепе аптăраканскере иртнĕ кунсенче сиплев çырса панăччĕ. Халĕ хăйне мĕнле туять-ши тыл ĕçченĕ; Çакă та канăçсăрлантарать тухтăра. Çапла, чун ăшшипе пуян Людмила Николаевна. Тем пек йывăр чирлĕ çынра та çепĕç сăмахĕсемпе, йăл куллипе шанăç çуратать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин проекчĕ- пе кăçалхи “Тавтапуç, тухтăр!” акци вăхăтĕнче Людмила Николаевнана Чăваш Енри чи лайăх врачсен йышне кĕртсе хакланă.
Пĕлтĕр Тăвай больници халăха диспансеризаци тĕрĕслевне явăçтарассипе палăртнине ăнăçлă пурнăçланăччĕ. Çул ÿсĕмне кура кăçал медицина тĕрĕслевĕ тухмалли чылай çыннăн ятне-шывне пĕлсе тăнинчен те тĕлĕнтĕм. Чире пуçламăш тапхăрта тупса палăртни вăхăтра сиплеве пуçăнма май панине ăнлантарать тухтăр. Татьяна Григорьева медсестрапа чылайранпа пĕрле ĕçлесе çур сăмахранах ăнланаççĕ пĕр-пĕрне.
Пăрачкав район хĕрĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпах, чĕрĕк ĕмĕр ытла, тăрăшать район больницинче. Пулас мăшăрĕ- пе, стоматолога вĕренекен Вăтаяль каччипе Анатолий Игнатьевпа, студент вăхăтĕнче паллашса пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Çемье çавăрса мăшăрĕн çуралнă тăрăхĕнче йăва çавăрнă. Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр ытла хыçа та юлчĕ. Акă, Канашсенчен те чылайăшĕ кÿршĕллĕ районти сывлăх хуралĕн ăста специалистне паллать ĕнтĕ, кĕске хушăрах килĕштерчĕç ăна. Хулари тĕп поликлиника администрацийĕ ыйтнипе специалист çитменнипе унта ĕçлеме тиврĕ Людмила Николаевнана вăхăтлăха.
Игнатьевсен туслă çемйинчи аслă хĕрĕ Ирина ашшĕ- амăшĕн çулне суйласа, Чулхулари медицина академине вĕренсе пĕтернĕ. Хула поликлиникинче врач-эндокринолога хапăлласа йышăннă. Вĕренÿ практикине Тăвай больницинче ирттернĕ чух та пациентсем кăмăлланăччĕ ăшă та çепĕç чун-чĕреллĕ пикене. Кĕçĕнни, Аня, Шупашкарти педуниверситетра ют чĕлхесен факультетĕнче ăс пухать.
Медицина ĕçченĕн кунĕ умĕн тепĕр ырă хыпар çитрĕ врачсен çемйине. Кил пуçне Анатолий Игнатьева тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн Министерствин Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Анатолий Ивановича илес пулсан, ăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Шăл ыратнипе аптăракансене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать вăл, шăлсем лартса илемлĕ сăн-пит парнелет. “Хăй ĕçĕнче чăн-чăн маçтăр”, - теççĕ ун пирки çынсем.
Маларах ĕç династине тăсакансем çинчен сăмах хускатнă май, Людмила Николаевнапа Анатолий Ивановичăн чи çывăх çыннисен медицинăри ĕç стажĕ 200 çултан та иртет. Кунта ача-пăча уйрăмĕнче медсестрара тăрăшнă Тăвайри Римма Ивановна Ярмукова ĕçне малалла тăсакансене ырă енчен палăртса хăварам.
Уявпа сире, хисеплĕ сывлăх сыхлавçисем, ĕçре яланах ăнăçу, çемьере юратупа килĕшÿ хуçалантăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика