15 июня 2018 г.
РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа “Тÿрĕ лини” пулчĕ иртнĕ эрнере. Владимир Владимирович сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене те хуравларĕ унта.
Чăваш Республикинче ку енĕпе аван ĕçлеççĕ. “Паян эпир халăх сывлăхĕн кăтартăвĕсене лайăх енне улăштартăмăр тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Нумай пинлĕ врачсен çарĕн ĕçне хак памалли тĕп виçесенчен пĕри пурнăç тăршшĕн ÿсĕмĕ шутланать.
Юлашки вунă çулта 85 çултан аслăрах çынсен шучĕ 1,7 хут ÿсрĕ. 100 çултан иртнисем пилĕк çулта 2 хута яхăн ÿссе 99 çынпа танлашрĕ. Çакă эпир тĕплĕ шутласа тытса пыракан демографи политикин кăтартăвĕ.”
“Медицина кашнин валли” çитес виçĕ çула палăртакан çĕнĕ проект, вăл пациентсене лайăх пахалăхлă тата усă курма меллĕ медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме май парать”, - асăннă тата Михаил Васильевич.
Чăваш Республикинче пĕтĕмĕ- шле практикăллă врач уйрăмĕсен анлă тытăмне туса хунă, çĕнĕ ФАП-сем çынсене тивĕçтерме пуçларĕç.
Республикăри медицина учрежденийĕсен сетьне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕ памалли виçĕ шайлă тытăм туса хунă.
Медицина ĕçченĕн профессиллĕ уявне пирĕн çĕршывра 1980 çулта, çĕртме уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тума пуçланă. Çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн тăрăшакан сăваплă ĕçре активлăх кăтартакансен, хăйсен чунне паракансен праçникĕ вăл.
Пирĕн районта пурăнакансене тĕп больница, пĕтĕмĕшле практикăллă врачăн 6 уйрăмĕ, 18 фельдшерпа акушер пункчĕ тивĕçтерет. Больницăра 72 койка-вырăн, вĕсенчен 22-шĕ - кăнтăрлахи уйрăмра сипленмелли. Поликлиника пĕр сменăра 200 çынна йышăнать. Пĕтĕмĕшле практикăллă врачăн уйрăмĕсенче - икшер койка-вырăн (пурĕ 12).
Районти сывлăх системинче 236 çын тăрăшать, 36 врач (вĕсенчен 31-шĕ больницăра) тата вăтам сыпăклă 115 ĕçчен.
Врачсенчен вун иккĕшĕ - аслă категориллĕ, пĕрремĕшлисем - 7 (19,4 пр.), иккĕмĕш категорилли - 4 (11,2 пр.). Коллективра ЧР тава тивĕçлĕ 6 врачĕ, сывлăх сыхлавĕн виçĕ отличникĕ ĕçлет.
Вăтам сыпăкри 115 работникрен 63-шĕ (54,3 пр.) аслă, вун виççĕшĕ (11,2 пр.) пĕрремĕш, тăваттăшĕ (3,4 пр.) иккĕмĕш категорисемпе тăрăшаççĕ. Медсестрасенчен “Сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тăваттăн, “Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ” знака пĕр çын илнĕ.
Шупашкарти медицина ĕçченĕ-сен пĕлĕвне ÿстермелли институтра кăçал виçĕ уйăхра икĕ врач, медицина колледжĕнче 9 медсестра хăйсен пĕлĕвне ÿстернĕ.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал асăннă тапхăрта 7 ача (22,5 пр.) сахалрах çуралнă, çын вилеслĕх 16 тĕслĕх (37,2 пр.) чухлĕ чакнă.
Юн çаврăнăш органĕсемпе чирлесе 10 çын (24,4 пр.) куçĕ- сене ĕмĕрлĕхе хупнă. Иккĕмĕш вырăнта аманса тата наркăмăшланса вилнисем - 6 (14,6 пр.). Виççĕмĕш вырăнта рак чирĕ-пе аптăранисем пурнăçран уйрăлнă - 3. Ватăлса леш тĕнчене кайнисем 14 (34,1 пр.) çын пулнă. Сифилиспа (1), туберкулезпа (1), ракпа (8) чирленĕ тĕслĕхсем кăçал та пур.
Койка-кун планне 2018 çулхи виçĕ уйăхра 112,85 процент (2017 çулта - 105,58 пр.) пурнăçланă.
Стационарта виçĕ уйăх хушшинче 449 çын сипленнĕ, 108-шĕ кăнтăрлахи уйрăмра, пурĕ - 557 çын.
Пĕтĕмĕшле практикăллă врач-сен уйрăмĕсенче, килте выртса 120 (117Ç3) çын сывалнă.
Поликлиникăри врачсем 32430 çынна йышăннă, çав шутран пĕтĕмĕшле практикăллă врачсен уйрăмĕсенче - 5845 çын. Фельдшерпа акушер пунктне тĕрлĕ ыйтупа 2297 чирлекен пынă.
Кăçал пурĕ 2681 çын диспансеризаци витĕр тухмалла. Ку енĕпе хăйсен тĕллевне паянхи куна çынсен 45,6 проценчĕ пурнăçланă.
Пĕрремĕш ушкăна кĕрекен сывлăхлă - 177 çын (35,4 пр.) пурăнать Тăвай енре, иккĕмĕш ушкăнрисем вара 19 çын (3,8 пр.), сывлăхĕ виççĕмĕш ушкăн шутне кĕрекеннисем 304 çын (60,8 пр.).
Флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр çÿлерех асăннă вăхăт тĕлне çынсен 31,5 проценчĕ тухнă.
Пуçласа инвалида тухасси икĕ тĕслĕх ÿснĕ (19-17).
Федераллă законпа районта 108 çын 786 рецептпа пурĕ 278829 тенкĕлĕх эмел илнĕ. Рецептăн вăтам хакĕ 354,7 тенкĕ пулнă. Федераллă бюджетран 4 çынна 16 рецептпа пурĕ 352535 тенкĕлĕх эмелпе тивĕçтернĕ, пĕр рецептăн вăтам хакĕ 22030 тенкĕпе танлашнă.
Регионри бюджетран 669 рецепта тÿлеме 192201 тенкĕ тăкакланă 276 çын валли. Кашни рецепт вăтамран 287 тенкĕпе танлашнă.
Пĕрремĕш кварталта кăçал 8 лекци вуланă, 1681 калаçу йĕркеленĕ, 5 санбюллетень кăларнă, район хаçатĕнче 5 статья пичетленĕ. Кашни уйăхрах районти сыватупа профилактика учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе семинар-канашлусем ирттеретпĕр. Медицина оборудованийĕсем мĕнле шайра пулнипе интересленсех тăратпăр.
Тăвай енре пурăнакансем медицина работникĕсен ĕçне тивĕçлĕ шайра хаклаççĕ, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав тăваççĕ, малашнехи ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунаççĕ.
Медицина - унта вăй хуракан ĕçченсене ырă кăмăллă, хастар та чăтăмлă пулма, тивĕçе чунтан парăнса тăма хистекен ĕç-хĕл сферисенчен пĕри.
Сирĕн пĕтĕм пурнăçăр вăл этемшĕн канăçа пĕлмесĕр тă- рăшни. Çак пурнăçра шăпах эсир ăна чи малтан кĕтсе илетĕр тата ĕмĕр тăршшĕпех йывăр самантсенче унпа юнашар пулатăр.
Районти сывлăх сыхлавĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене, халĕ те асăннă системăра вăй хуракансене профессиллĕ уявпа ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, хастар кăмăл, ырă пуçарусемпе ăнăçусем, телей тата çирĕп сывлăх сунатпăр. Нихăçан та ан чирлĕр, сирĕн пит-куçăрта ялан янкăр тÿпери сарă хĕвел кулли хуçалантăр.