15 июня 2018 г.
Мучарта, 1938 çулхи май уйăхĕнче çуралнă Г.Жаркова, хĕр чухнехи хушамачĕ - Коровина, Галина Павловна ялти шкулта 7 класс вĕренсе тухсан, тепĕр 3 çул Тĕмере пĕлÿ пухма çÿренĕ. Ĕлĕк 10 класс пĕтерсен 2 çул колхозра ĕçлемелле пулнă. Фермăра - лаборанткăра, тырпул пуçтарса кĕртнĕ вăхăтра весовщицăра ĕçленĕ хĕр.
1958 çулта ял каччипе Петр Степанович Жарковпа çемье çавăрнă. Виçĕ ача çурат-нă. Вунă çула çитсен хĕр- ачи вилнĕ. Иван ывăлĕ 1958 çулта çуралнă. Трактористра, комбайнерта, машинăпа трактор бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ, водитель те пулнă. Пурнăçра темĕн те сиксе тухать. Халĕ вăл инвалид. 1964 çулта Александр ывăлĕ çуралнă. Вăл халь Чулхула облаçĕн- че Шахунья хулинче пурăнать, сварщик профессине алла илнĕ. 1970 çулта Галина Павловна Мучар ял советĕнче бухгалтерта ĕçлеме пуçланă.
Ашшĕне вăрçăна илсе кайнă чухне вăл 4 çулта пулнă. Амăшне пĕчĕк ачасемпе çăмăл пулман.
Шупашкара бухгалтерсен курсне вĕренме кайма финанс министерствинчен направлени илнĕ. 2001 çулта ĕçрен тухнă. Галина Павловна - Мучарти ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ, ĕç ветеранĕ. Нумай грамота, тав çырăвĕсем илме тивĕçлĕ пулнă вăл. Халĕ унăн кинĕ ял тăрăхĕнче специалист пулса ĕçлет. Мăнукĕсем савăнтараççĕ вĕсене. Чулхула облаçĕн- чен Александр ывăлĕ май уйăхĕн вĕçĕнче отпуска килнĕ. Тăван тăрăхшăн тунсăхласа çитни курăнать. Ашшĕпе амăшĕ ватăлнишĕн пăшăрханать. Кил хуçалăхри йывăр ĕçсене турĕ. Иван вара амăшĕпе юнашарах пурăнать. Тунсăхлама вăхăт çук вĕсен. Праçниксенче Галина Павловна чиркĕве çÿрет. Умри пахчара чечексем ÿстерме юратать.