15 июня 2018 г.

Тăхăр вунă çул - сумлă вăхăт. Хăв утса тухнă пурнăç çулне хакласа, ырă сĕнÿ-канашпа пулăшма пултаратăн.
Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕн- че Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Мария Иглована сумлă юбилейпе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин, Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов саламларĕç, вăрăм та ырă кун-çул, телей-савăнăç сунчĕç.
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвне алла илсен ĕç ветеранĕн сăнĕ çуталчĕ. Патшалăх ватăсемшĕн тимлени, хисеплени савăнтарчĕ ăна. Чыс туса килнĕ хăнасене ăсатнă чух çĕршыв, республика, район ертÿçисем ячĕпе çине-çинех тав сăмахĕсем каларĕ.
Игловсем - ял-йышра хисеплĕ çынсем. Мария Алексеевна ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Уйăрса панă хăмла участокĕнче çулленех пысăк тухăç илнĕ. Ачисене ĕç çумне çыпăçтарса ÿстернĕ. Çемье чăмăртанă хыççăн “йăва” ачасен сассипе тулсах пынă. Вунă ача çитĕнтерсе, пурне те аслă çул çине тăратнă. Шел те, мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Пурнăçра тĕрлĕ пăрăнăç тенĕрен, темле йывăрлăха та тÿсме тивнĕ, анчах пуçне усман нумай ача амăшĕ. Вĕсен ырлăхĕпе киленет халĕ, мăнукĕсемшĕн савăнать.
Ватлăх кунĕнче хăйне канлĕ те лăпкă туять Мария Алексеевна. Хĕл каçма пĕри те тепри илсе каясшăн амăшне хăй патне. Çу енне кайсан вара чунĕ тăван кĕтесех туртать пурнăçне ялпа çыхăнтарнă хĕрарăма. Юбилей кунне малтанхи хăнасене хĕрĕн çемйипе кĕтсе илчĕ. Уяв кĕреки каç енне çывăх та ăна хисеплекен çынсенчен тулли пуласса иккĕ- ленмерĕм те. Кил-çуртĕнче хăтлă, типтерлĕ. Яланхиллех тĕрлĕ çимĕçсем лартнă пахчине, чăх-чĕп те туянма ĕлкĕрнĕ. Ăшă кулăллă кинеми пурнăç илемне туйса, ватлăх çулĕсене пăхмасăр хавхаланса пăхать малашлăх кунсене.