15 июня 2018 г.

Хамăрпа кÿршĕллĕ Кĕ- теснер ялĕн библиотекинче И.Я.Яковлев ячĕпе “Тăван чăваш сăмахĕсем - мерчен те ылтăн пĕрчĕсем” ятлă литературăпа музыка каçĕ иртнĕ.
Малтанах пухăннă халăха библиотека заведующийĕ С.В.Скворцова Иван Яковлевичăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Вăл И.Я.Яковлев чăвашсемшĕн патриарх та, çутта кăларакан та, чăваш букварьне йĕркелекен те пулнине тепĕр хут аса илтернĕ, унăн 170 çулхи юбилейĕ ячĕпе хатĕрленĕ кураври материалсемпе паллаштарнă. Тухса калаçакансенчен А.И.Иванов И.Я.Яковлев пуçарса янă шкул ĕçĕ Кĕ- теснере хăçан тата мĕнле çитнине тĕплĕн каласа панă.
Уяв каçĕн иккĕмĕш пайĕнче Кĕтеснер таврапĕлÿçĕн Анатолий Ивановăн апрельте пичетленсе тухнă “Хум хыççăн хум” ятлă кĕнеке хаклавĕ ?презентацийĕ/ пулнă.
Анатолий Иванович Иванов пирĕн Тăвай районĕшĕн ют çын мар. Вăл хăйĕн тухăçлă кун-çулĕн пысăк пайне пирĕн районти Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕрентекенре, унтан комсомол, совет тата халăх контролĕн органĕсенче ĕçлесе ирттернĕ, район пурнăçне сумлă тÿпе хывнă. “Хум хыççăн хум” - Анатолий Ивановичăн иккĕмĕш кĕнеки. Пĕрремĕшĕ - “Пурнăç хумĕсем” ятлă, вăл 2012 çулта кун çути курнă. Ултă çултан акă унăн иккĕмĕш кĕнеки вулакан патне çитрĕ. Вăл вунă пайран тăрать, пуян содержаниллĕ, çăмăллăн вуланать, пĕлмелли, чуна хускатмалли пайтах унта. А. Иванов - Василий Алентей ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Писательсен союзĕн членĕ. Малтанах А.Иванов сăмахĕ- семпе А.Скворцов кĕвĕленĕ Кĕтеснер ялĕн гимнĕ янăранă. Юрлаканĕсем - культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕнчи хĕрсен ушкăнĕ. Библиотека заведующийĕ С. Скворцова авторăн кĕнекине, творчествине тишкернĕ май, электронлă куравпа çыравçăн кун-çулĕпе те паллаштарса пынă.
Нумайăшĕ сăмах илнĕ: писательсем, таврапĕлÿçĕсем, Кĕтеснер краеведени музейĕн директорĕ, ял администрацийĕн пуçлăхĕ, шкул директорĕ. Вĕсем кĕнеке авторне паха ĕçшĕн тав туса ăшă сăмахсем каланă, творчествăра ăнăçусем суннă, автора халалланă сăвăсем вуласа панă. Юлашкинчен Алексей Скворцов А. Иванов сăввипе хăй кĕвĕленĕ “Кĕрхи çилсем” ятлă юрра шăрантарнă.
Тухса калаçакансем те, ытти хăнасем те кĕнеке авторне хаклă парнесем парса чысланă, автор та парăмра юлман, хăнасене хăйĕн кĕнекине парнеленĕ, ăна кăларма пулăшнă çынсене, уйрăмах спонсор пулнисене, чĕререн тав тунă.
Анчах çакăнпах пысăк пăнчă лартмăпăр. Анатолий Ивановăн виççĕмĕш кĕнеки те кун çути курасса шанса пурăнатпăр. Унта Тăвай ене те пысăк вырăн уйăрасса кĕтетпĕр. Пуçăмăрсене таятпăр.