АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă ентешсем çинчен

15 июня 2018 г.

Библиотека çÿлĕкĕ унăн çĕнĕ кĕнекипе пуянланчĕ. Иртнĕ çулта Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас районти вулавăша çĕкленÿллĕ кăмăлпа килсе кĕни асрах-ха. Вăл “Тăвай енĕн çĕнĕ çăлтăрĕсем” ятлă сăвăсен кĕнекине пичетлесе кăларнă. Ун чухне кĕнеке авторĕ библиотекăна тата кунта килнĕ çынсене тÿрех темиçе кĕнеке парнелесе хăварчĕ. Автор виççĕмĕш кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. “Чăнлăхпа тĕрĕс- лĕхшĕн” тата “Пĕр саншăн çеç” маларах çырнă кĕнекисене вулакан пĕлет.
Тăвай тăрăхĕнчи çырав-çăсем юлашки çулсенче кĕ- неке хыççăн кĕнеке пичетлесе кăлараççĕ. Вĕсенче тăван тавралăха сăнарлаççĕ, иртнĕ кун-çул историне тĕплĕн çутатаççĕ. В.Пастухов-Анаткас хăйĕн сăвăсемпе поэмăсен пуххине хамăр тăрăхра тата чăвашра çуралса ÿснĕ, хисеплĕ ята тивĕçнĕ çынсене халалланă. Сăвă ярăмĕсене хăйне май вулама кăмăллă вырнаçтарнă. Кĕнеке уйрăм пайсенчен тăрать: Тăвай енĕн çутă çăлтăрĕсем, сцена ăстисем, паллă композиторсем, юратнă ÿнерçĕсем, прозăпа драматургире, ăслăлăхра палăрнисем, çын тивĕçĕ, юрату юррисем. Унăн тĕп геройĕсем - вăрçăпа ĕç паттăрĕсем, сумлă çар çыннисем, спортра пысăк ăмăртусене хутшăннă çĕнтерÿçĕсем... Сăвăсен ярăмĕнче автор Тăвай енĕн çутă çăлтăрĕсем çинчен хавхалануллă çырать, унтан чăвашра чапа тухнă çынсем çинчен сăнарлать. Кĕнекере вулаканшăн усăлли, пĕлмелли, интересли, чуна илĕртекенни нумай пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика