15 июня 2018 г.
Иртеççĕ кунсем, хыçа юлаççĕ çулсем. Вăрмар районĕнчи Ыхраçырмари чăвашсен паллă сăвăçи Анатолий Александрович Тимофеев-Ыхра çуралнăранпа 70 çул çитрĕ нумаях пулмасть.
Çак ятпа, ăна хисеплесе, тăван ялĕнчи Асăну хăми умне культура ĕçченĕсем, шкул ачисем, ветерансем, ял çыннисем, тăванĕсем пухăнчĕç. Районтан килнĕ хăнасем те пулчĕç.
Паллă ентеш пурăннă чухнехи вăхăтсене, унпа тĕл пулнă самантсене аса илчĕç. Унтан Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Анатолий Ыхра çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă мероприяти Шăплатри библиотекăра малалла тăсăлчĕ. “Тăван кил ăшши” ятпа иртрĕ вăл.
Чи малтан библиотека заведующийĕ Светлана Александрова сăвăç пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн техника училищинче, Чăваш патшалăх университетĕнче, Мускаври пичет работникĕсен квалификацине ÿстерекен институтра вĕреннĕ А.Тимофеев.
Виççĕмĕш класра чухнех сăвă çырас ăсталăха туптама пуçланă, 1965 çулта пĕрремĕш произведенийĕ кун çути курнă, “Ялав”, “Тă-ван Атăл” журналсенче, “Хыпар”, “Пионер сасси”, “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатсенче те пичетленнĕ сăввисем каярахпа.
Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн (1967-1969) Шупашкарти комбинатра электромонтерта, Çĕнĕ Шупашкарти “Химпромра” (1970-1983) ĕçленĕ. 1983 çултан “Коммунизм ялавĕ” хаçатра куçаруçăра, каярахпа Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, Сĕнтĕрвăрри район хаçатĕн-че корреспондентра, “Путене” журналăн тĕп редакторĕн- че тăрăшнă. 1994-2002 çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче, “Тăван Атăл” журнал редакцийĕнче активлăх кăтартнă. Пушкăрт, вырăс, тутар, удмурт халăхĕ- сен çыравçисен произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
“Тăван çĕршыв асамачĕ” (1978), “Эс кăçал шкула каятăн” (1980), “Хĕвел пайăрки” (1981), “Пăрчăкан пек хĕрача” (1987), “Тĕнче илемĕ” (1988), “Ял хыçĕнчи пусма” (1991), “Сăпат” (1994), “Звездный ливень” (1994), “Сире юратрăм” (1998), “Пăлхар çийĕн вĕршĕн- сем вĕçеççĕ” (2000), “Çырусем” (2001), “Ан васкат вăхăта” (2001), “Песни за околицей” (2002), “Автан тус” (2005) ятлă кĕнекесен авторĕ Анатолий Ыхра.
СССР писательсен Союзне 1989 çулта кĕнĕ, А.Талвир, Г.Айхи ячĕллĕ премисен лау- реачĕ вăл.
“Сăввисен кун-çулĕ малалла” ятлă кĕнекесен выставкипе пухăннисем те çывăх паллашрĕç.
“Раççей халăхĕсен ача-пăча литератури” антологи пичетленнĕ 2017 çулта, унта Анатолий Ыхра сăвăçăн хăш-пĕр произведенийĕсене те кĕртнĕ.
А.Тимофеевпа пĕрле вы- ляса ÿснĕ, шкулта пĕрле вĕреннĕ Владимир Николаев аса илчĕ пултаруллă юлташĕ çинчен. “Ыхраçырмаран çавнашкал сумлă сăвăç тухнипе чăннипех савăнатпăр, мухтанатпăр”, - тесе вĕçлерĕ вăл сăмахне. Унăн кĕнекисене пурне те вулама, сăвăçăн ырă шухăшĕсене пурнăçра усă курма сĕнчĕ В.Николаев.
Ялти клуб заведующийĕ Л.Рыжова паллă тăванне хумханса аса илчĕ.
Вăрмар поселокĕнчен килнисем - Галинăпа Геннадий Матвеев çыравçăсем, Вăрмарти вăтам шкул учителĕ В.Шапеев ăшă сăмахсем каларĕç. “Анатолий Ыхра сăвăç чăваш литературинче пысăк вырăн йышăнать. Унăн кĕнекисем Тăван çĕршыва, атте-аннене юратма, çутçанталăка упрама вĕрентеççĕ. Çавăнпа пирĕн, ентешсен, унăн ятне çÿлте тытмалла, асран кăлармалла мар. Çакнашкал астăвăмпа пултарулăх каçĕсем йĕркелемелле, вĕсем çамрăксене илеме чунпа туйма хăнăхтараççĕ”, - терĕç вĕсем. Г.Матвеева Ыхрана халалланă сăвă вуларĕ, унтан ялти шкул ачисем унăн ырă тĕслĕхне малалла тăсрĕç, пухăннисем вĕсене кăмăлласа итлерĕç.
Юлашкинчен С.Александрова библиотекарь пухăннисене пурне те тав турĕ, ĕçре тата вĕренÿре ăнăçусем сунчĕ.