08 июня 2018 г.

Район хаçачĕ, паллă ĕнтĕ, районта пурăнакансемшĕн ытти кăларăмсенчен нумай çывăхрах. Çавăнпа çырăнаççĕ те “Ял ĕçченне”, вăл районта паянхи куна 2380 экземплярпа саланать. Вулаканĕсем вара тата ытларах. Тăвай ялĕн урамĕнчех акă хаçат тухнă кун пĕр хаçата иккĕн харăс вуланине курма тÿр килчĕ: тăнă та тротуар айккине, пикенсех унти хыпарсемпе паллашаççĕ. Пĕр-пĕринчен илсе те вулаççĕ çынсем. Район хаçатне тăванне кĕтнĕ пекех хапăл пулнине сахал мар çынран илтнĕ эпир. “Ял ĕçченне” почта уйрăмĕсемпе почтальонсем урлă та, альтернативлă майпа “Тă- вайри кооператив” потребобществăн магазинĕсенче те, редакцие кĕрсе илмелле те çырăнаççĕ. Тавах вулакансене çакăншăн, район хаçачĕпе туслăха çухатманшăн. Хаçат редакцийĕн коллективĕ çакна çывăха илсе, вĕсен ыйтăвĕ- сене, шухăш-кăмăлне яланах тивĕçтерме тăрăшĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулшăн “Ял ĕçченĕ” хаçата кашни çын пуçне шутласа чи нумай сараканнисен шутĕнче вара Çĕнĕ Пуянкасси çыхăну уйрăмĕ (начальникĕ Светлана Валерьевна Федотова - сăн ÿкерчĕк-ре) пĕрремĕш, Енĕш Нăрваш çыхăну уйрăмĕ (начальникĕ Ирина Анатольевна Михайлова) иккĕмĕш, Элпуç çыхăну уйрăмĕ (Татьяна Михайловна Мокина) виççĕмĕш пулчĕç. Уйрăмах пысăк тав асăннă çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсене. Ытти çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсене те çырăнтару тапхăрĕн- че хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн тата кооператорсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Сирĕн тăрăшулăхăр вулакансене “Ял ĕçченĕ” хаçата 2018 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăнса илмешкĕн те хавхалантарса тăрĕ. Вăхăт вара çакăн валли нумай юлмарĕ - çак уйăх вĕçлениччен подписка йĕркелесе ĕлкĕрмелле.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, “Ял ĕçченĕ” хаçата кăçалхи июль-декабрь уйăхĕсенче илсе тăмашкăн ырана хă- варса пымасăр çырăнма вас-кăр. Ку тĕлĕшпе сире почтальонсем те, райпо магазинĕ- пе редакцире ĕçлекенсем те пулăшĕç.