08 июня 2018 г.
Çурунне юр кайсан, мĕн кăна çук-ши ялсенчи урамсенче; Пластикран тунă пушă савăтсем, пĕр хут усă курмалли стакансемпе кашăксем, вилкăсем, витĕр курăнакан хутаçсемпе сумкăсем, кивĕ хут, çĕтĕк-çурăк тата ытти те. Çĕрмен япаласен ĕмĕрĕ вăрăм çав, вĕсем çĕрпе хутăшса кайса, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна кăна куçаççĕ. Субботник ирттерсе территорисене тирпейлетпĕр-ха кашни çулах, анчах вăхăт иртнĕ май çавăнта татах тĕрлĕ япала асăрхама пулать. Кирлĕ мар савăтсене ăçта утнă çавăнтах лартса хăварнипе пулать çакă, пухнă çÿп-çапа вăхăтра илсе тухманнипе те. Контейнерсем те инçех мар-çке ĕнтĕ хăш-пĕр таса мар вырăнсенче.
Çынсем пăрахакан çÿп-çап ан курăнтăр тесе çутçанталăк та аван тăрăшма пуçларĕ юлашки вăхăтра. Ÿсентăрансем çÿллĕ çитĕнсе йывăç пекех пулса каяççĕ. Типсен пушар хăрушлăхĕ кăларса тăратаççĕ вĕсем. Типнĕ курăка вăхăтра тасатман вырăнсем пуррине хамăр курса ĕнентĕмĕр çапла.
Тăвайĕнчен Çăлпуçнелле каякан асфальтлă çул хĕрринче халиччен çынсем çĕрулми лартса ÿстеретчĕç, халь вара америка вĕрени вăрманĕ сарăлсах пырать, унта кĕрсен каялла тухаймăн та. Çулсем иртнĕ май чылай çĕрсене ĕçлесе хатĕрлеменнипе çавнашкал хăвăрт ÿсекен вăрмансем ытти ялсене те çавăрса илме пуçлаççĕ ĕнтĕ.
Ялсенче пурăнакансене тата тепĕр курăк сехĕрлентерме пуçларĕ. Сосновски пултăранĕ те ?борщевик Сосновского/ çÿ- лерех асăннă йывăç пек çын алли тĕкĕнмен çĕрсем çинче хăйне хуçа пек тыткалать, çынран çÿллĕ çитĕнет вăл, чечекĕсем укропăнни евĕрлĕ, темиçе хут пысăкрах. Çын ÿтне лектерсен, самаях сиен те кÿме пултарать иккен ку пултăран.
Тасалăхра пурăнма аван пулнине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа хамăр кил-çурт таврашĕсене, урамсене, çывăхри территорисене тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа варалассинчен пăрăнар. Никамăн та мар, хамăрăнах пуçтармалла