08 июня 2018 г.
Халĕ Чăваш Республикинче пурăнакансем цифрăллă эфир телевиденине тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ. Республикăри халăх пурăнакан пур вырăнта та РТРС-1 (пĕрремĕш мультиплекс) цифрăллă телеканалсен пакечĕн 10 программине (“Первый канал”, “Россия 1”, “Матч ТВ”, НТВ, “Петербург-5 канал”, “Россия К”, “Россия 24”, “Карусель”, “Общественное телевидение России”, “ТВ Центр” тата çавăн пекех виçĕ радиоканала (“Вести ФМ”, “Маяк”, “Радио России”) лайăх пахалăхпа курма тата итлеме пултараççĕ.
2018 çул вĕçленнĕ тĕле Чă-ваш Республикинче пурăнакансем РТРС-2 мультиплекса та (СТС, ТНТ, Рен ТВ, Пятница, Спас, Домашний, Звезда, ТВ3, Мир, МузТВ) пăхма май пулать.
Цифрăллă эфир телевиденийĕ пĕтĕм тĕнчери телевидени аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ, вăл халĕ передачăсемпе тивĕçтерекенни вырăнне пулать. Хальхи телевидени цифрăллинчен картинкăсен тата сасă пахалăхĕпе чылай начартарах тата унсăр пуçне пысăк тăтăшлăх кирлĕ. Çавăнпа халĕ усă курнă аналога малалла аталантарни техника тата экономика тĕлĕшĕнчен вырăнлă мар. 2018 çултан пуçласа цифрăллă телевидени тĕнчери ытти чылай çĕршыври пекех умĕнхи “аналога” пурнăçран хĕссе кăларса пырĕ. Цифрăллă эфир сигналĕ хула-ял пысăкăшне тата вĕсен инçĕшне пăхмасăр йĕркеллĕ пырса тăрĕ. Унсăр пуçне цифрăллă эфир телевиденийĕпе усă куракансем телевизор пăхнăшăн абонент укçи те тÿлемеççĕ.
Телевидени передачисен сетьне цифрăллă технологи çине куçармашкăн Раççейре “Раççей Федерацийĕнче 2009-2018 çулсенче телерадиовещание аталантарасси” тĕллевлĕ федераллă программа пурнăçа кĕрсе пырать. Асăннă программа тивлечĕпе Раççейри пур ял-хулара та пурте усă куракан телеканалсемпе тÿлевсĕр усă курма май килĕ.
Чăваш Республикинче цифрăллă эфир телесетьне туса хурса усă курассипе “Чăваш Республики” РТПЦ РТРС филиалĕ ĕçлет.