08 июня 2018 г.
Енĕш Нăрваш шкулĕнче вăрманта топографи карттипе усă курса тĕрĕслев пункчĕ- сене тупас енĕпе (ориентир) тупăшасси нумай çул ĕнтĕ ачасен чи юратнă вăййисенчен пĕри пулса тăчĕ.
Кăçал вĕсем Елизар пĕви таврашĕнчи вăрманта иртрĕç. Ăмăртусене 5-11 классенче вĕренекенсем тата учительсем - пурĕ 62 çын хутшăнчĕ. Кунта ĕнтĕ географи урокĕсенче вĕреннĕ топографи знакĕсене лайăх пĕлни, карттăпа тĕрĕс усă курни, çав вăхăтрах хăвăрт чупни те кирлĕ.
5-6 классенче вĕренекенсем хушшинче Илья Софронов, Александр Петров, Адриан Филиппов тата Оксана Пурш, Регина Лукина, Оля Петрова малти вырăнсене йышăнчĕç.
7-8 классенчен Димитрий Алексеев, Константин Алексеев, Анатолий Скороходов тата Александра Васильева, Ангелина Васильева, Нина Иванова чи маттурисен йышне кĕчĕç.
Аслă ÿсĕмри вĕренекенсенчен Никита Краснов, Сергей Батин, Александр Константинов тата Илемпи Сергеева, Ангелина Григорьева, Александра Ахматьева тавçăруллăрах та хă- вăртрах пулчĕç. Учительсем хушшинче В.В.Владимиров, О.В.Ярмулин, Г.Ф.Степанова, В.В.Владимирова, А.Г.Ахметова çĕнтерчĕç.
Малти вырăнсене йышăннисене шкул директорĕ Валерий Ильин грамотăсемпе медальсем парса чысларĕ.