АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи вăйпа йĕркене кĕртнĕ

08 июня 2018 г.

Пĕрлехи вăйпа йĕркене кĕртнĕ

Иртнĕ эрнере юнкун вăйлă çил-тăвăл республикăри чылай ялти кил-çуртсене çутăсăр хăварнă, йывăçсене хуçса ватнă, пÿрт тăррисене сÿсе пăрахнă тĕслĕхсем те пулнă.
Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов пĕлтернĕ тăрăх, кунта пурăнакансене те шар кăтартнă çутçанталăк инкекĕ. Нÿшкассинчи Гагарин урамĕнче йывăç ÿкнĕ хыççăнах, ял çыннисем çула çийĕнчех тасатса тирпейленĕ. Элпуçĕнчи К.Маркс, Çĕнçырмари Чапаев, Çĕнĕ урамсенче электричество пăралукĕсем çине йывăçсем ÿкнипе электроэнерги пырса тăма чарăннă. Энергетиксен бригади çав кунах çутăпа тивĕçтернĕ, ял çыннисем вĕсене тата Владимир Анатольевич Кабакова тав тунă.
Çĕнçырма ялĕнчи Чапаев урамĕнче йăмра ÿксе çывăхри çамрăк ăвăссене хуçса пĕтернĕ. Çапла вара урамăн пĕр тăрăхне хупласа çул-йĕр куçăмне чарса лартнă. Тепĕр кунне туратсене татса тасатма Андрей Владимирович Павлов депутатпа Юрий Иванович Никитин чи малтан ĕçе пуçăннă.
Юрий Иванович çинчен ял çыннисем чи ырă та ăшă сăмахсем кăна калаççĕ. Яланах кÿршисене пулăшать вăл. Нимĕнле ĕçрен те хăрамасть, унран нихăçан та: “Вăхăт çук, пултараймастăп”, - тесе каланине илтмен”, - теççĕ. Ку сăмах майăн пулчĕ-ха. Çутçанталăк пăтăрмахне вара пĕрлехи вăйпа хăвăрт сирнĕ ял тăрăхĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика