АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 çултан тĕл пулнă

05 июня 2018 г.

50 çултан тĕл пулнă

Тăрмăшри вăтам шкулта халиччен çакăн пек тĕлпулу пулман. Кунта 50 çул каялла шкул вĕренсе пĕтернĕ ентешсем пуçтарăнчĕç.
1966 çулта пирĕн ялта 9-мĕш класс уçăлнă. Унта пĕлÿ пухакансем 1968 çулта пуçласа вуннăмĕш класс вĕренсе пĕтерекенсем пулнă. Унтанпа 50 çул иртрĕ. Çак хушăра Тăрмăш шкулĕн- че 1467 ача вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен 43-шĕ медальсемпе вĕçленĕ. Нумай-нумай çамрăк аслă пĕлÿ илсе, тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшса, паллă çынсем пулса тăнă. Вĕсем хушшинче ăслăлăх çынни (ученăй) - 9, композитор - 5, чăваш халăх артисчĕ - 2, хастар ĕçпе тава тивĕçлĕ ят илнĕ ĕçчен - 40, спорт мастерĕ - 5, спорт мастерĕн кандидачĕсем - 4.
Вăтам шкулăн пĕрремĕш кăларăм класĕнче 28 ача вĕреннĕ: 8 арçын ачапа 20 хĕр ача. Çур ĕмĕр иртнĕ хыççăн тĕлпулăва 9-шĕ çитме пултарни питĕ аван, тесе шутлатăп. Вĕсене вĕрентнĕ 4 учитель пурăнать, Г.Н.Павлов хăй вĕрентнĕ ачасене шкула килсе саламларĕ. Унăн вĕренекенĕсем вара тепĕр виçĕ çултан 70 çул тултарма хатĕрленеççĕ.
Шкул коллективĕпе ял администрацийĕ вăтам шкулăн пĕрремĕш выпускникĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕç, саламларĕç, концерт лартса пачĕç, компьютерпа ятарласа хатĕрленĕ презентаци кăтартрĕç, шкул историйĕ çинчен çырнă кĕнекепе буклет парнелерĕç.
Çакăн пек тĕлпулусем малашне те ырă йăларах юлччăр. Тăван шкула манманни, час-часах килсе çÿрени, çамрăк ăрупа тĕл пулса калаçни пуриншĕн те усăллă ĕçпе ырă тĕслĕх пулса тăрасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика