05 июня 2018 г.
Павел Меркурьевич Меркурьев ÿнер-çĕ, 1918 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри хресчен çемйинче çуралнă.
Ялти тулли мар вăтам шкултан вĕрен- се тухнă хыççăн 18 çулхи çамрăк Ула- тăрти художество училищине вĕренме кĕнĕ. 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă. Сталинград, Курс пĕкки патĕнчи çапăçусене хутшăннă, Днепр, Одер, Эльба юханшывĕсенчен иртсе кайнă. Пирĕн çĕршыври ялсемпе хуласене, Польшăпа Германие, Чехословакие ирĕке кăларма хутшăннă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ентешĕмĕр тĕрлĕ орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.
Шупашкарти художество училищинче 1945-1948 çулсенче пĕлÿ пухнă П.Меркурьев, унтан Канашри педагогика училищинче ÿкерме вĕрентме пуçланă, 33 çул вăй хунă ку енĕпе. Ĕçленĕ хушăрах тĕрлĕ ÿкерчĕксем тума та вăхăт тупнă Павел Меркурьевич. 1997 çулта тунă “Тĕп ĕçсем” списокра - унăн 300 ытла тĕрлĕ произведени. 20 ытла курав йĕркелеме пултарнă вăл, “Пысăк Атăл” ятлă зонăри куравсене те хутшăннă. Чăваш Енри художниксен Канашĕн членĕ пулнă май Канашри, Тă- вайри, Енĕш Нăрвашри музейсене капăрлатма пулăшнă. 1995 çулта “ЧР культурин тава тивĕçлĕ работникĕ” хисеплĕ ят панă ăна.
Тăвайри халăх музейĕн пĕр залĕнче П.Меркурьев 1985 çулта ÿкернĕ “Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи Тăвай ялĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕ” диорама вырнаçтарнă. Хĕрарăмсемпе çамрăксем тата стариксем хÿтĕлев сооруженийĕ тунă çĕрте ĕçленине сăнарланă унта. Ун умĕнче çулсерен ял ĕçченĕсем, “Хÿтĕлев сооруженийĕсен йĕрĕсем тăрăх” чупăва хутшăнакан йĕлтĕрçĕсем калаçу ирттереççĕ. “1943 çулхи февральте Сталинград патĕнче”, “Каллăсем” ятлă ÿкерчĕкĕсене те парнеленĕ Павел Меркурьевич Тăвайри халăх музейне.
Тăвайсем, паллă ÿнерçĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине, тĕрлĕ мероприяти ирттерсе, паллă турĕç.