05 июня 2018 г.
Чăваш çыравçи, СССР писателĕсен Союзĕн членĕ (1978), ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2000), ЧР халăх писателĕ, К.Турхан ячĕллĕ премин лауреачĕ (2008) Денис Викторович Гордеев 1938 çулхи çĕртме уйă- хĕн тăваттăмĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ.
Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, партин Аслă шкулĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. “Октябрь ялавĕ” (Комсомольски), “Çĕнтерÿ ялавĕ” (Муркаш) хаçатсен редакцийĕсенче ĕçленĕ. 1974-1976 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче, “Хыпар” хаçатăн информаци пайĕн заведующийĕнче, Чăваш Ен çыравçисен Союзĕн консультантĕнче, “Тăван Атăл” журналта тăрăшнă Денис Викторович.
Вăл - прозаик, поэт, публицист, журналист. Калавĕсемпе повеçĕсем “Тĕрленĕ кĕпе”, “Чи вăрăм кун” ятлă кĕнекесенче тухнă хыççăн Д.Гордеев чăвашсен паллă прозаикĕсен йышне кĕнĕ.
Юлашки çулсенче хаçатсемпе журналсен страницисенче унăн “Ăспа ăссăрлăх хушшинчи чăнлăх”, “Кобра анне”, “Çăтмах ырлăхĕ”, “Масар пуçĕ”, “Мĕлке”, “Мильешка”, “Çурăк хут укçасем”, “Çурта кунĕ” калавĕсемпе публицистикăлла статйи- сем пичетленнĕ.
“Акман ыраш”, “Куккуклă сехет”, “Карăк туйĕ”, “Чи вăрăм кун”, “Çеçенхир çилĕ”, “Пăсташ”, “Хуп хушшинчи çылăх”, “Çичĕ çунатлă курак”, “Макумба ташши” ятлă тата ытти кĕнекесен авторĕ Д.Гордеев çыравçă. Вăл çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.