АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çамрăксем хисепре

01 июня 2018 г.

Юлашки вăхăтра Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсен ыйтăвĕсемпе чылай ĕçлерĕ, кĕпĕрнатăрсен йышне пултаруллă çамрăксемпе çĕнетрĕ. Вĕсенчен чи çамрăкки - вăтăрта. “Раççей лидерĕсем” конкурсра çĕнтернисем çĕршывшăн чăнах та нумай ырри тума пултараççĕ. Вĕсем пурнăç çине çĕнĕлле пăхнипе те, пĕлĕвĕпе тата ăсталăхĕпе те, организаторла майĕсемпе те ыттисенчен палăрса тăраççĕ.
Пирĕн Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул та вĕренекенсене пурнăç çулĕ çине тарăн пĕлÿ парса кăларма тăрăшать. Акă вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа пухăннă савăнăçлă линейкăра та тăрăшуллă тата активлă çамрăксенчен чылайăшĕ грамотăна тивĕçрĕ. Вунпĕр класс пĕтерсе пурнăç çулĕ çине тухакан тă-ватă çамрăка вара малашлăхра ăнăçу сунса “Буяново” ООО ертÿçи Александр Анастасьев укçан хавхалантарчĕ. Вĕсем хăйсене çапла хисеп тăвакансен шанăçне тÿрре кăларасса шансах тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика