16 мая 2018 г.

Çемье - обществăн тĕп ячейки. Унсăрăн патшалăх та малалла каяймĕ. Çавăнпа пур çĕрте те Çемье кунне анлă паллă тăваççĕ. 1989 çултанпах уявлама пуçланă ăна. Çемье статусне çирĕплетес тесе 1994 çула халăхсем хушшинчи çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Çĕршывра çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуллен çемьесен кунне палăртасси йăлана кĕнĕ. Чăваш Республикинче халь çавăнпа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Пирĕн районта çамрăк çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ, нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке виçĕ ачаллă виçĕ çемьене пурăнмалли вырăн туянма е çурт тума пулăшу илмелли свидетельствăсене панă.
Патшалăх пулăшăвĕллĕ пулнисем çывăх вăхăтра хăйсене кăмăла кайнă хваттер е çурт туянма, пÿрт тума пуçлама пултараççĕ. Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан, виçĕ ачаллă Марина Петровна Филиппова çемйи çапла телейлисен йышне кĕнĕ. Кил вучахне упракан хĕрарăмăн йĕкреш ывăлсем çитĕнеççĕ, çулталăкран иртнĕ. Аслă ачи, Евгений, кĕçĕннисене пăхма пулăшать. Кĕçтукпа Фейруз куллен амăшне ăшă кулăпа савăнтараççĕ.