АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ ялĕнче те уявланă

16 мая 2018 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 73 çул тултарнине Мучар ял тăрăхĕнче те уявларĕç.
Майăн 8-мĕшĕнче Киччĕ ялĕнче Мучарти ял тăрăхĕн çумĕ А.Лабзина митинга уçнă. Киччĕ-ри культура çурчĕн директорĕ С.Карлова тухса калаçнă. Шкулта вĕренекенсем вăрçă çинчен сăвăсем каланă, юрланă, ташланă.
Кĕрше ялĕнчи Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ирттерекен уява Мучар ял пуçлăхĕ О.Шакшина хутшăннă. М.Морозова пенсионерка “День Победы” ятлă юрра хумхануллă шăрантарнă, кашни çын чĕри патне çитернĕ.
Кăнтăрла иртсен Мучар ялĕнчи клуб умĕнче уяв малалла тăсăлчĕ. Шкулта вĕренекенсем,11 класри А.Косовăпа В.Шибалов, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе çырнă сăвăсем каласа, митинг уçăлнине пĕлтерчĕç. Районтан килнĕ финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Сергеев саламларĕ малтан, шкул директорĕ А.Белов, ял тăрăхĕнче ĕçлекен Е.Жаркова пухăннисене ырлăх-сывлăх сунчĕç. Шкулта вĕренекенсем палăк умне чечек кăшăлĕсемпе çыххисене хучĕç.
Малалла клубра концерт пуç-ланчĕ. Н.Косова “За Россию”, “Тучи в голубом” юрăсене юрларĕ. Пуçламăш класра вĕренекенсем, Н.Кузнецова, П.Гудожникова, П.Шибалова, Е.Алек- сандрова (“Хавас” ушкăн”) “Катюша” юрă çемипе ташă ташласа пачĕç, вĕсен номерĕ куракансене пурне те килĕшрĕ. Л.Меркушина юрланă “Алеша”, “Офицеры” юрăсем шухăша ячĕç. Е. Жаркова “Синий платочек” юрра лайăх шăрантарчĕ. 2 класра вĕренекен Н.Кузнецова “Белая береза” сăвва каласа пачĕ. “Родина” юрра клуб заведующийĕ Н.Демина юрларĕ.
Кайран вăрçăра пулнисем çинчен презентаци кăтартрĕç. “Сударушка” ушкăн “Катюша” юрра пурнăçларĕ. Ку юрра виçĕ ялĕнче те юрланă. Концерт пурне те килĕшнĕ. Шкул ачисен, учительсен аллисенче ашшĕсен, аслашшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем пулнă. “Вилĕмсĕр полк” акцие хутшăннă вĕсем çапла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика