16 мая 2018 г.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă çăмăл атлетсен чупăвне 140 ытла çын хутшăннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тупăшу “Тăрмăш-Тăвай” маршрутпа иртнĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмсенчи шкул ачисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Л.Петрова (Элпуç), Я.Никонов (Тăвай), С. Краснова (Мучар), Л.Семенов (Çĕнĕ Пуянкасси), Ф.Алексеева (Тушкил), Я.Васильев (Енĕш Нăрваш) йышăннă. Аслăраххисенчен С.Федоров (Çĕнçырма), О.Рузавина (Тăрмăш ял тăрăхĕ), А.Сергеев (Канаш), М.Сорокина (Тăвай шкулĕ), П.Романов (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ) çĕнтерÿçĕсем пулса тăрса, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
60 çултан иртнисенчен вара чи лайăх кăтарту П.Даниловăн. Тушкилти спорт ветеранĕ çулленех çамрăк спортсменсене ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарать.
Сăн ÿкерчĕкре: 18-29 çулсенчи ÿсĕм ушкăнĕнчи çăмăл атлетсем хушшинче палăрнă Сергей Федоров, Алексей Максимов (иккĕшĕ те Çĕнçырма), Сергей Михайлов (“Аль” ФСК) чупăва йĕркелекенсемпе - А.Петровапа, В.Кузнецовпа.