16 мая 2018 г.
Аслă Çĕнтерÿ кунне икĕ туйăмпа кĕтсе илетĕп. Пĕрремĕш туйăм вăл питĕ пысăк савăнăç, мĕншĕн тесен, çак тискер те хăрушă вăрçăра пирĕн халăх - пирĕн асаттесемпе аттесем - вăйлă тăшмана çапса аркатнă, тĕнчене фашизмран хăтарнă. Çак çĕнтерĕве фронтри салтаксем кăна мар, пур çын та - ватти-вĕтти, хĕрарăмсем ырми-канми фронта пулăшса туптанă. Çавăнпа та Аслă Çĕнтерÿ пирĕншĕн пуриншĕн те калама çук пысăк савăнăç, телей.
Тепĕр енчен, çак Çĕнтерÿ пирĕн çĕршыва питĕ хакла ларнă. Хаяр вăрçăран миллионшар совет çынни каялла хăйсен килĕсене таврăнайман. Çав шутра пирĕн асаттесем, аттесем, вĕсен пиччĕшĕсемпе шăллĕ- сем. Мĕн чухлĕ ача тăлăха тăрса юлчĕ, мĕнпур нуша вĕсен амăшĕсем, аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем çине тиенчĕ. Вĕсене пурнăçăн калама çук йывăрлăхĕсене чăтса ирттерме тиврĕ.
Манăн тăван Чутей ялĕнчен кăна иртнĕ вăрçа 261 çын тухса кайнă, çав шутра - 8 хĕр. Вĕсенчен 146 çын каялла килеймерĕ. Ку вăл пирĕн ялшăн питĕ пысăк çухату. Хăш-пĕр çемьерен тăватшар çын вăрçа тухса кайни те пулнă. Акă, Васильевсен çемйинчен фронта тăваттăн тухса кайнă, вĕсенчен иккĕшĕ каялла килмен, Черновсем те тăваттăн Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленĕ, иккĕшĕ фронтра пуç хунă. Çавăн пекех Пиковсем фронта тăваттăн кайнă, виççĕшĕ тăван яла çаврăнса çитеймен. Ун пек тĕслĕхсем татах та пур. Сăмахран, Шамбулинсен çемйинчен 6 арçын вăрçă хирĕнче пулнă, иккĕшĕ унтан тухайман.
Пирĕн асатте Павел Петрович Куракин 4 ывăлне вăрçа ăсатнă. Атте Роман Павлович Куракин 1943 çулта йывăр аманнă хыççăн, киле таврăнать, суранĕсене пăхмасăр ял Совет председателĕнче ĕçлет, каярах шкулта ачасене вĕрентет. Аннепе, Анна Ивановна Куракинапа иккĕшĕ вăрçă хыççăн 8 ача пăхса ÿстереççĕ. Вăрçă хирне аттепе пĕрлех унăн Николай тата Якурпа Иван шăллĕ-сем тухса каяççĕ. Вĕсенчен Иван Куракин лейтенант Смоленск таврашĕнче пуç хурать. Аттепе аннен тата вĕсен пиччĕшĕпе шăллĕсен пурнăçĕсем пирки эпĕ пĕлтĕр “Ял ĕçченĕ” хаçатра “Куракинсем - фронтра” статья (33-34 №№) пичетленĕчче. Çавăнпа та вĕсем çинчен тепĕр хут аса илес темерĕм.
2015 çулта Тăвай районĕн администрацийĕ тăрăшнипе Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă май “Они сражались за Родину: Янтиковский район” кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта вăрçăра пулнă пирĕн ентешсем пурте кĕнĕ. Çак кĕнеке тăрăх Тăвай районĕнчен 5429 салтак вăрçă хирĕнче çапăçнă. Вĕсенчен 3156-шĕ хăйсен пуçĕсене Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хунă. Вĕсене эпир пурне те ĕмĕрĕпех асра тытăпăр, манмăпăр. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче кăна мар, чиркÿсенче те яланах асăнса тăрас пулать вĕсене.
Сăмахран, 2015 çулта ял халăхĕ тăрăшнипе Чутейре те çĕнĕрен чиркÿ уçрĕç. Тен, çак паллă пулăм Турă пулăшнипех пулса пычĕ пуль. Ял-йыш вăрçăра пуç хунă воинсене ялти палăк умĕнче кăна мар чысларĕ, нумайăшĕ çĕнĕ чиркÿре çурта çутса асăнчĕ. Çакă вăл куллен пулса пымалли ĕç. Пирĕн, чĕррисен, вăрçăра пуç хунă салтаксене, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă асатте-асаннене, атте-аннене, тăвансене ялан асăнса тăмалла.
Ку енĕпе маншăн хамăр çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин ырă тĕслĕх пулса тăрать. Эпĕ асăрханă тăрăх, вăл Хĕрлĕ Площадьри парад хыççăн яланах Мускаври тĕп чиркĕве кĕрсе вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса тухать. Унтан вара ашшĕ-амăшĕ çуралнă яла Тверь облаçне кайса килет, унти чиркÿре ашшĕ-амăш- не, аслашшĕ-асламăшне тата вăрçăран таврăнман салтаксене асăнса çуртасем çутать. Мăнкун каçĕнче те вăл яланах чиркÿре: е Мус- кавра, е Тверь облаçĕнче. Çавăнпа ăна Турă та пулăшать. Вăл çĕршыва ăнăçлă ертсе пырать. Çавăнпа та ĕнтĕ юлашки суйлавра та ăна тепĕр хут Президент пулма суйларăмăр.
Çавăн пек пысăк çынсенчен эпĕ тепĕр çынна тĕслĕхе хурасшăн. Ку вăл РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Ильич Черкесов. Эпир пĕр-пĕрне чылайранпа пĕлетпĕр.
Пултарулăхне кура 2017 çулта эпир ăна Федераци Канашне суйларăмăр. Халĕ вăл РФ Патшалăх Думин депутачĕ, сенатор. Вăл питĕ сăпайлă çын. Тăван республикăшăн тăрăшать. Мускавра ĕçлет пулсан та хăйĕн çуралнă çĕршывне килсех тăрать, суйлавçисемпе тĕл пулать, вĕсене пулăшма майсем шырать. Кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнче эпĕ унпа унăн Шупашкарти йышăну пÿлĕмĕнче нумайччен калаçса лартăм.
Леонид Черкесов Тăвай районĕпе те тачă çыхăну тытса тăрать. Пирĕн ентешсем пурте пĕлмеççĕ пулĕ-ха. Мăшăрĕ унăн Тăвай районĕн- чен. Леонид Ильичпа Надежда Николаевна вăхăт пур чухне Тăвайне Матросовсем патне килсе çÿреççĕ. Вĕсем Чутейри çĕнĕ чиркĕве те кĕрсе тухнă. Надежда Николаевна, Леонид Ильич пекех, тухтăр. Ăна пĕлекенсем каланă тăрăх, вăл та упăшки пекех хастар та пултаруллă çын.
Манăн çавăнпа та хамăр тăрăхран тухнă паллă çынсемпе мухтанас килет. Чутейпе Ишпуç пĕр ял тăрăхне кĕреççĕ. Çакăнта çуралса ÿснĕ Морис Яклашкин - профессор, истори наукисен докторĕ Валерий Григорьев профессор, Шупашкарти çăкăр пĕçерекен комбинат директорĕ Елена Бадаева тата ыттисем.
Çĕнтерÿ кунĕ тăван ялта питĕ пулас, ентешсемпе тĕл пулса калаçас килетчĕ. Çавах та юлашки çулсенче çак кун мана шалти ĕçсен ветеранĕсен ушкăнĕн Ялавне çĕклесе пыма шанаççĕ. Кăçал та хамăн уяв формипе шурă перчеткесем тăхăнма тиврĕ. Кирек ăçта пулсан та пирĕн пурин те вăрçа хутшăннă, фронт-ра та, тылра та Çĕнтерĕве туптанă çынсен сăнарĕсене ялан таса упрасчĕ.