АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Христос Тÿпене Çĕкленни (Вознесени)

16 мая 2018 г.

Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлсен тепĕр 40 кун Хăйĕн вĕренекенĕ- семпе тăтăш тĕл пулса калаçнă, вĕсене Турă Патшалăхĕ çинчен вĕрентнĕ, Святой Сывлăша йышăнма хатĕрленĕ. Вăл пуринпе те пĕрле апатланнă ?пурте курса ĕненччĕр: вĕсен умĕнче усал сывлăш мар, хăйсен чунĕпе те, ÿчĕпе чĕрĕ Вĕрентекенĕ, Ăна тытса пăхма та пулать/. 40-мĕш кунне Вăл тÿпене çĕкленнĕ.
Ку пурнăçра пирĕн, çылăхсемсĕр пуçне, нимех те çук. Чăн та, вăхăтлăха усă курма пире Турă ÿт панă. Пурăннă чухне пирĕн тем те пур пек: çурт-йĕр те, ытти пурлăх та, укçа та, выльăх-чĕрлĕх те, ачасем те. Эпир вĕсемпе хамăр е ыттисен ырлăхĕшĕн каллех вăхăтлăха кăна усă курма пултаратпăр. Çын, вилсен, çав пурлăхран чĕптĕмне те хăйпе куçарса каяймасть.
Çаврăнса пăхар-ха тавралла: пирĕн хушăра вăй-халсăр, пĕччен тăрса юлнă ватăсем, çуралнăранпах пĕр-пĕр чирпе асапланакан ачасем, пурнăçа аран сыпăнтарса пыракан чухăн çынсем... Вĕсене пирĕн-тен пулăшу кирлĕ. Сахал мар чухне пирĕн хытса чулланнă чĕресем çын хуйхине, асап-нушине туймаççĕ, куçсем курмăш пулаççĕ. Ырă кăмăлтан, хĕрхенсе пулăшасчĕ вĕсене. Çавăн чух пирĕн хытă кăмăлсем кăштах çемçелнĕ пулĕ-ччĕç. Çынна пулăшакан Чăнлăха аванрах ăнланма пултарать, ăна чуна çывăхрах илет. Вăл, кăштах та пулин, Турăпа унăн святойĕсене аса илтерет. Хăв ырă тунине кашни тĕл пулакана каласа паманни вырăнлă. Хамăра усал тăвакана, усал сунакана, хамăра юратман çынна пулăшни Турă умĕнче тата пайталлăрах.
Çынра мăнкăмăллăх, чапшăн çунни пысăк вырăн йышăнать. Эпир хамăра общество умĕнче темшĕн чаплă, пархатарлă ĕçсем тунă тесе шутлатпăр. Хамăр ырă тунă çын пире ыттисен умĕнче мухтасан, пирĕн чуна çу сĕрчĕç тейĕн, эпир ирĕлетпĕр. Ырă, пархатарлă ĕçсене тав сăмахĕшĕн мар, куллен, чун ыйтнипе тумалла. Пирĕн чунсем вара çав тери чирлĕ, нишлĕ ?эрне нумайăшĕ урăхла шутлать пулĕ-ха та/. Ырă ĕçсем туса эпир вĕсене кăштах та пулин сиплетпĕр. Чунсем илемлĕ те сывă пулас-тăк, эпир урăхларах пурăннă пулăттăмăр.
Акă нумаях пулмасть Аслă Çĕнтерÿ 73 çул тултарнине уявларăмăр. Хаяр вăрçă çулĕсенче миллионшар çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăшăн кулянатпăр. Çав вăхăтрах хĕрсемпе хĕрарăмсем хырăм пăрахнипе çуллен 5 миллиона яхăн ача пурнăçĕ татăлать. Çакна пирĕн аннесемпе арăмсем, аппасемпе йăмăксем, вĕсен ачисем тăваççĕ. Эпир вĕсемпе пĕр хваттерте, пĕр çуртра пурăнатпăр, пĕр сĕтел хушшине ларса апатланатпăр. Унсăр пуçне мĕн чухлĕ наркоман, алкоголик, чунпа вилнĕ çынсем... Вĕсем вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн шăллăмсем, ачасем, мăнуксем, тăвансем, пĕлĕшсем. Эпир хамăр çĕршыв çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр, унăн чапĕпе мухтавне пайлама хатĕр, анчах çĕршыва кĕве пек куллен çиекен усал чиртен сывалма тăрăшмастпăр.
Христос Тÿпене Çĕкленни ?Вознесени/ пире те, православи тĕнне тытакансене, Вĕрентекен хыççăн пымалли, Ун пек пурăнмалли çинчен калать. Çын пурнăç тăршшĕпе çавна хатĕрленме тивĕç. Христос пире хăйĕн тĕслĕхĕпе епле пурăнмаллине вĕрентнĕ. Эпир вара; Эпир вара, çак пурнăçра хăнара кăна пулин те, пĕр-пĕ-ринпе харкашатпăр, пĕр-пĕ- ринчен кĕвĕçетпĕр, вĕчĕрхенетпĕр, мул пухма хапсăнатпăр, май пур таран хăтлă пурăнасшăн. Çынна пурăннă чухне нимĕн те çитмест, никамах та Çÿлти Патшалăх çинчен шухăшласшăн мар. Çветтуйсенчен нумайăшĕ пирĕн пек çынсемех, хăш-пĕрисем, тен, пирĕнтен çылăхлăрах та пулнă. Çавах та вĕсем тÿсĕмлĕн Турă çулĕпе утнă, вĕçĕм кĕлĕ туса çылăхĕсенчен тасалса пынă, халĕ вара ангелсемпе пĕрле Турă Престолĕ умĕнче.
Çĕр çинчи пурнăçри çылăхсем пире Çÿлти Патшалăха кĕме чăрмантараççĕ. Çитменнине çав чăрмавсем нумайланса, йывăрлансах пыраççĕ. Вĕсенчен хăтăлма çав тери кансĕр. Çын чунпа çемçешкеленсе, вакланса пырать. Ăна хăйĕн пурнăçне улăштарма йывăр. Хăйшĕн, хăйĕн çывăх çыннисемшĕн те пулин вăл çав татăклă утăма тума хатĕр мар.
Тÿпери çăтмаха кĕрес-тĕк, çав çăтмаха пирĕн хамăр чунра тумалла. Çăтмах чуншăн пулмалла, ÿтшĕн мар. Чуна вара куллен лайăхлатса пымалла. Паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах пулма тăрăшмалла. Хамăрăн мăнкăмăллăхран, чапшăн çуннинчен, хамăра ытлашши юратнинчен, сиенлĕ хăнăхусенчен хăтăлса пымалла. Турă пулăшса пытăр сире çак çăмăл мар ĕçре.
Христос Туррăмăр Тÿпене Çĕкленнине халалланă Литурги Мучар чиркĕвĕнче майăн 17-мĕшĕнче 8 сехетре пуçланать.
Мучар чиркĕвĕн настоятелĕ РОМАН иерей.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика