АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмсĕр паттăрлăх

11 мая 2018 г.

Вилĕмсĕр паттăрлăх

Чăваш Енре пурăнакансем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă. 208 пин ытла çын тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман. “Эпир кашни çынна асра тытатпăр. Паянхи кунччен хурланса асăнатпăр вăрçăра вилнисне”, - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уяв митингĕнче.
Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 816 инвалидпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, 13400 тыл ĕçченĕ пурăнать.
Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе, Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа “Вилĕмсĕр полк” акцие хутшăнса, ашшĕн Василий Игнатьевичăн портретне йăтса утнă. В.Игнатьев Балтика флотĕнче çарта пулнă, Михаил Васильевичăн кукашшĕ, Николай Алексеевич Семенов, Псков облаçĕнчи вăрçă хирĕнче пуçне хунă.
Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен акцине Чăваш Енри 95 ытла пин çын хутшăннă.
Пирĕн планетăна тĕрлĕ вăхăтра сехĕрлентернĕ инкеклĕ пулăмсене тĕнче нихăçан та манмасть, миллион çын пурнăçне татнă, ĕçчен алăсем тунă чаплă пуянлăха çĕмĕрнĕ тискер вăрçăсене асра тытать.
Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи вăрçă вĕçленнĕренпе 73 çул çитрĕ пулин те, унăн ахрăмĕ кашни çын чĕринче халĕ те упранать.
Çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче çанталăк лайăх пулчĕ.
Ирхине 10 сехетре Тăвай ял тăрăхĕн çурчĕ умĕнче пухăннисем районти оркестр кĕввипе культура çурчĕ патĕнчи Мухтав монуменчĕ еннелле хускалчĕç. “Вилĕмсĕр полк” акцие хапăлласа кăçал та тăвайсемпе хăнасем вăрçăра вилнĕ тăванĕсен портречĕсене йăтса тухнă, хальхинче вĕсен йышĕ ÿснине асăрхама пулать, кашни çын аллинче тенĕ пекех - портрет.
Яланхи пекех асфальтлă çул хĕррисенче - Тăвайри вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем. Вĕсем те вăрçăра вилнĕ тăванĕсен портречĕсене, шарсемпе пĕчĕк ялавсене илнĕ, тĕрлĕ беретсемпе пилоткăсем, çĕлеттернĕ салтак кĕпи тăхăннисем те пур. Пĕчĕкскерсем колоннăра утакан ашшĕ-амăшне, пĕлĕшĕсене, аллисенчи япаласемпе сулласа саламлаççĕ. “Урра-а!” - тесе кăшкăрни те илтĕнет колоннăра хушăран. “Катюша” юрра шăрантаракансем те пур.
“Тăвайри кооператив” потребобщество кашни çулах тутлă салтак пăтти хатĕрлет, ав, кăçал та митинга тухнисене пăтăпа сăйлаççĕ салтак тумĕ тăхăннă поварсем.
Чаплă митинга район пуçлăхĕ Александр Шакин пуçларĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнĕ ятпа саламларĕ вăл пухăннисене, пире мирлĕ пурнăç туса панă вăрçă ветеранĕсене тав турĕ.
-Çĕнтерÿ кунĕ - кашни çыншăн сумлă уяв. Тăвай енре пурăнакансем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине нумайăн хутшăннă, вĕсенчен çурри ытла фашистсемпе çапăçса пуçĕсене хунă.
Эпир вăрçăран килĕсене таврăнайманнисене халĕ те куççульленсе аса илетпĕр.
Пирĕн хушăра пурăнакан вăрçă участникĕсене, тăлăха юлнă арăмсене, тыл ĕçченĕ- сене, çĕре çити пуç тайса, тав тăватпăр, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче пирĕн район ĕçченĕсемпе пĕрле пулма кăмăл тунă. “Хаклă ветерансем! Паянхи кунччен пирĕн хушăра пурришĕн, çамрăксене, иртнĕ вăрçă çинчен тĕрĕссине каласа парса, çĕршыва, паттăрлăх кăтартнисене юратма хăнăхтарса пынăшăн тав тăватпăр сире. Çĕнтерÿ çулĕ çăмăл пулман, вăрçăра çапăçнă салтаксен паттăрлăхне, тыл ĕçченĕсен харсăрлăхне пула ăна хăюллăн утса тухнă. Çавăнпа халĕ эпир мирлĕ пурнăçпа савăнатпăр, мухтав сире, аслă ăру çыннисене”, - çакнашкал ăшă сăмахсем каларĕ Шупашкар хăни.
Микрофон умне тухнă вăрçăпа ĕç ветеранне, Улянкăра пурăнакан Григорий Иванович Иванова та тимлĕ итлерĕç митингрисем.
Районти тата шалти ĕçсен органĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ Римма Гурина та Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе ăшшăн саламларĕ, янкăр тÿпепе сарă хĕвеллĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕ аслă ăрури çынсене.
Çамрăксен ячĕпе Тăвайри вăтам шкулта кадет класĕнче пĕлÿ пухакан Михаил Виноградов тухса калаçрĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен Елизавета Владимирова сăвă вуларĕ. Кадет класĕнче вĕренекенсем Раççей Федерацийĕн гимнне чуна пымалла юрларĕç, вĕсен йышне уява тухнисем те хутшăнчĕç.
Çакăн хыççăн пĕр минут шăп тăтăмăр. Автоматран персе залп пачĕç кĕçех. Шурă тĕслĕ шарсемпе кăвакарчăнсене вĕçтерсе янине чылайччен сăнаса тăчĕç уяври çынсем.
Тăвай енри ĕç коллективĕсем Мухтав монуменчĕ умне илемлĕ кăшăлсем, чĕрĕ чечексем хучĕç.
“Тăрмăш-Тăвай” маршрутпа чупакан спортсменсене кăшкăрсах хавхалантарчĕç уяврисем.
Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен çамрăк армеецсем, культура çурчĕ умĕпе стройпа утса иртсе, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Районти пултарулăх коллективĕсен концерчĕн çĕнĕ программине кăмăлласах йышăнса, кашни номер хыççăнах алă çупса тав турĕç.
“Тăвайри кооператив” потребобществăн сутуçисемпе уйрăм ĕçченĕсем тĕрлĕ тавар сĕнчĕç.
Тавралăха каç сĕмĕ çапсан, сакăр сехетре хаваслă кĕвĕ янăрама пуçларĕ Тăвайри культура çурчĕ умĕнче. Çанталăк сивĕтрĕ пулин те, çынсем вырăнти артистсен пултарулăхĕпе паллашма тухнă.
Çĕнтерÿ салючĕ те пулчĕ. “Урра-а! Çĕнтерÿ-ÿ!” -  савăнăçлă сасă янрарĕ таврара.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика