АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултăр тесе тăрăшнă

11 мая 2018 г.

Вулакан пĕлет ĕнтĕ: Енĕш Нăрваш ялĕнчен паллă çынсем чылайăн тухнă. Вĕсенчен пĕри - Михаил Семенович Терентьев. Пурăннă пулсассăн вăл кăçалхи майăн 1-мĕшĕнче 80 çул тултарнă пулĕччĕ.
Михаил Семеновичăн кун-çулĕ ялти кашни çыннăнни пекех пуçланать. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ вăл. 1960 çулта, институтран вĕренсе тухсан, тă-ван ялти “Красная Чувашия” колхоза таврăнать. Кунта вăл тĕп зоотехник пулса тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пысăк опыт пухать.
1965 çулта Тăвай районне çĕнĕрен туса хураççĕ. Пултаруллă çамрăк специалиста районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ пулма шанаççĕ.
1973-1974 çулсенче КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин Аслă шкулĕн-че вĕренет вăл, хăйĕн пĕлĕвĕпе тавракурăмне малалла анлăлатать. Мускавран вĕренсе килсен виçĕ çул хушши Чă-ваш АССР ял хуçалăх министрĕн çумĕн-че ĕçлет. Нумай çул райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ Василий Архипович Козлов тивĕçлĕ канăва тухсассăн, Михаил Семенович 1979-1986 çулсенче Тăвай райĕçтăвкомĕн председателĕн- че вăй хурать. 1986-1991 çулсенче вăл КПСС Тăвай райкомĕн 1-мĕш секретарĕ. Çĕршыв арканса кайнă хыççăн тĕрлĕ яваплă вырăнсенче ĕçлеме тивет унăн, 1998 çулта вара тивĕçлĕ канăва тухать. Анчах пенсие тухсассăн та алă усса лармасть, Тăвайри краеведени музейĕн директорĕнче ĕçлеме тытăнать. Çак музее малалла аталантарса, пуянлатса пыма пысăк плансем пурччĕ унăн. Шел, 2001 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче вăл пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
М.Терентьевăн пархатарлă ĕçне партипе правительство пысăк хак панă. Вăл “Хисеп Палли” ордена, 4 медале, икĕ хутчен ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Хăйĕн ĕçлĕ пурнăçĕнче Михаил Семенович ырă йĕр хăварчĕ. Вăл ĕçлеме тытăннă 1960 çулсенче партипе правительство ял хуçалăхĕ умне пысăк тĕллев-сем лартнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем - ял хуçалăх производствине механизацилесси тата химизацилесси. Çак пысăк задачăсене колхозсемпе совхозсенче тивĕçлипе татса парас шутпа Михаил Семенович ытти специалистсемпе пĕрле вăй-халне шеллемесĕр ĕçлет. Шăпах çак çулсенче ял хуçалăх производстви вăйлăн аталанма пуçлать. Тыр-пул, пахча çимĕç тухăçĕсем палăрмаллах ÿсеççĕ. Сĕт сăвасси, аш-какай туса илесси çулран-çул ÿссе пырать. Уйсенче çум курăксем тыр-пул, çĕр улми анисем хушшинче кăна мар, çырмасен, çулсен хĕррисенче те курăнми пулаççĕ. Ялта кролик ÿстерекенсем хупах, кукша пуç ?одуванчик/ шыраса хăшкăлаççĕ.
Шупашкартан Тăвайне куçса килсессĕн ĕçтăвком председателĕн вырăнĕнче Михаил Семенович питех те курăмлă ĕçсем тăвать. Вĕсенчен пĕри - райцентрта канализаципе тасатакан сооружени туни. Ку ĕçе Михаил Семенович Шупашкарти юлташĕсем пулăшнипе пуçарса янă. Шупашкарти “Строймеханизаци” трест Тă-вай районне шефа илет, шефла пулăшу шучĕпе канализаци ĕçне пуçăнать. Тă-вайĕнчи çуртсенче канализаци пулассине хăшĕ-пĕри ĕненместчĕ вăл вăхăтра. Рай- ĕçтăвком председателĕ вара кун пирки пĕр самант та иккĕленмен. Юлташĕсем пулăшнипех сооружени валли оборудовани питĕ хăвăрт тупса килет. Çапла майпа икĕ çул хушшинче строительство ĕçĕсене вĕçлеме май килнĕ. Çакăн пек пысăк объектсем, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ытти районсенче е вăраха каятчĕç, е тасатакан сооруженисем тăвассине вĕçне çитерейместчĕç.
Тепĕр пысăк курăмлă ĕç - асфальтлă çулсем туни. Михаил Семенович ĕçленĕ чухне пур колхозпа совхоз патне те хытă сийлĕ тикĕс çулсем хывса çитернĕ. Уйрăмах унăн тÿпи кĕперсем тăвас ĕçре пысăк пулчĕ. Çавăн пек кĕске вăхăтра нихăш районта та Тăвай районĕнчи чухлĕ хăтлă кĕперсем тăвайман.
Тата тепĕр пысăк ĕç те пуçарса янăччĕ Михаил Семенович. 1980 çулсенче халăха кирлĕ таварсем туса кăларас ĕçе ял çыннисене те явăçтарма пуçланăччĕ. Вăл çавна май Мускаври пĕр çĕвĕ фабрикинче пулнă. Çавăн хыççăн Мускавсем часах Чутей ялĕнче çĕвĕ цехĕ уçрĕç. Çак цехра питĕ ятуллă та илемлĕ пальтосем, курткăсем çĕлесе кăларатчĕç.
Вулакан шухăша кайма пултарать: “Мĕншĕн-ха статья авторĕ Тăвайри тĕп больница çуртне тунă пирки çырмасть;” - тесе. Паллах, больница тунă çĕрте те Михаил Семеновичăн тÿпи пĕчĕк мар. Анчах больница тăвас ĕçе КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Валерий Николаевич пуçарса янăччĕ. Ку ĕçре МСО ертÿçи Валентин Иванович Филиппов, Нил Андреевич Албутов врач пысăк активлăх кăтартнăччĕ. Парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ Михаил Яковлевич та ку стройкăра тăтăш пулнă.
Вăл вăхăтра парти райкомĕпе ĕçтăвком пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ. Çакă уйрăмах райцентрта тирпей-илем кĕртес, тротуарсем сарас ĕçсенче курăнатчĕ. Район пуç- лăхĕсем çине тăнипех ун чухне кашни çул хăш ялта та пулин пĕрер е шкул çурчĕ, е ача сачĕ, е культура çурчĕ хута каятчĕ. Кашни стройкăн туса пĕтермелли вăхăчĕ ?срокĕ/ пурччĕ. Тăвай районĕнче стройка ĕçĕсем яланах кăтартнă вăхăтра вĕçленнĕ. Çакă вара çитес çул районта çĕнĕ стройка пуçлама çул уçса панă.
Мĕнле майпа Михаил Семенович маларах асăннă пысăк ĕçсене пуçласа ярса вĕçне çитерме пултарнă-ха; Çакна чи малтанах вăл чунне парса ĕçленипе, кирек мĕнле ĕçе те тĕрĕс йĕркелесе янипе ăнлантарма пулать. Ĕç тăвакан организацисене, çынсене сăмахпа кăна мар, ĕçпе те пулăшнă. Кирлĕ чухне вĕсенчен хытă та ыйтнă. Унсăр пуçне Михаил Семенович ĕç тăвакан çынсемпе килĕшÿ тума, вĕсене хăйне май çавăрма пĕлнĕ. Акă Чутейри çĕвĕ цехне уçнинех илер. Мускав представителĕсем Тăвайне килсессĕн вăл вĕсене тăванĕсене пăхнă пек пăхнă, килĕнче хăна тунă, мунча та хутса кĕртнĕ. Çакăн хыççăн, паллах, вĕсем Тăвай енне ăшшăнрах пăхма пуçланă. Е тата тепĕр тĕслĕх. Кĕперсене тутаракан мастер Сергей Сергеевич ятлăччĕ. Вăл час-часах Терентьевсен килĕнче пулатчĕ. Уйрăлми юлташсем пекехчĕ. Шупашкарти “Мостоотрядра” çитес çулхи ĕç планĕ- сене тунă чухне ертÿçĕсем Сергей Сергеевичран ыйтатчĕç тет: “Эсĕ çитес çул хăш районта ĕçлесшĕн”, - тесе. Мастерăн хуравĕ яланах çапла пулнă тет: “Янтиковăра”. Çавăнпах пулĕ районта нумай кĕпер тунă. Çак строителех культура çурчĕ умĕнче фонтан тунă чухне юлташла пулăшнăччĕ. Вăл фонтан площадкин тĕпне сарма кĕпер тунă çĕрте усă куракан шыв витĕр яман материал тупса панă.
Михаил Семенович хăш-пĕр чиновниксем пек хăйшĕн кăна çунакан, ĕçре йăнăш пуласран хăраса ларакан çын пулман. Уншăн чи пахи - ĕç пултăр. Акă тасатакан сооружение туса пĕтернĕччĕ ĕнтĕ, юнашар тепĕр икĕ пĕве ?биологический пруд/ тумалли кăна юлнăччĕ. Шефсем пĕвесем валли сметăра укçа сахал уйăрнă тесе тума килĕшмеççĕ, вĕçне çитнĕ стройка чарăнса ларать. Кунта та Михаил Семенович майне тупать, Тăвайĕнчи “Советская Россия” колхоз председателĕ- пе Анатолий Ломоносовпа калаçса татăлать те пĕвесемшĕн кирлĕ пек тÿленĕ хыççăн ĕç малалла каять. Çакна пĕр-пĕр çăхавçăна пула çÿлти тĕрĕслекен органсем асăрханă пулсассăн Михаил Семеновича та, Анатолий Павловича та хытă айăплама пултарнă. Анчах та вĕсем ун пирки хăраса тăман. Тăвайсем халĕ вĕсене çавăншăн тав тăваççĕ.
Мĕнлерех пулнă-ши Михаил Семенович кулленхи пурнăçра, кил-йышра, çын çинче; Эпĕ пĕрре кăна мар илтнĕ вăл каланине: “Хамăр лайăх пулсассăн, çын та лайăх пулать”. Çак шухăш унăн пурнăç йĕркинче малти вырăнта тăнă. Вăл кирек кампа та сăпайлă калаçнă. Вунă çул пĕрле ĕçлесе вăл кама та пулин çисе, тарăхса калаçнине астумастăп. Нимĕнле кĕвĕçÿ таврашĕ те çукчĕ унăн. Хăйне çилентернисене, кÿрентернисене ăшра тытса çÿ- ремен, каçарма пĕлнĕ. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарнă.
Михаил Терентьев ялти кил-çуртне амăшĕ, Марье аппа, пур чухне те, кайран та хăех пăхса, юсаса тăнă. Пахча çимĕçне те хăйех лартнă, паранкине чĕрнĕ чухне сухапуçне те хăех тытнă. Кил-çурт таврашĕнче те, картишĕнче те, сарайĕнче те пурте йĕркеллĕччĕ, пур япала та типтерлĕ пуçтарăнса тăратчĕ.
Михаил Семеновича пысăк ĕçсенче çитĕнÿсем тума, тулли пурнăçпа пурăнма ырă сунса пулăшаканĕ пулнă. Вăл - унăн арăмĕ Валентина Кирилловна, мăшăрĕн ятне халĕ те чыслăн упраса пурăнать вăл. Мĕн чухлĕ хăна пăхнă пулĕ Валентина Кирилловна, мĕн чухлĕ апат-çимĕç пĕçерсе сĕтел хатĕрленĕ пулĕ. Анчах нихăçан та упăшкине: “Санăн район хăнисене пăхса ывăнтăм эпĕ”, - тесе каламан. Килен-каянсене тăванĕсене пăхнă пекех пăхнă. Çакăншăн çемьере харкашу таврашĕ пулман.
Терентьевсен çемьере икĕ пултаруллă хĕр çитĕннĕ. Аслă хĕрĕ, Эльвира Михайловна, районти пенси фондĕнче тĕп бухгалтерта тăрăшрĕ, халĕ те Мускавра хăйĕн юратнă ĕçнех тăвать. Кĕçĕнни, Людмила Михайловна, амăшĕ çулĕпе кайса Тăвай шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
Мăнукĕсем те ÿссе çитĕннĕ. Вĕсем ĕçĕ-хĕлĕпе кукамăшне савăнтарса тă-раççĕ. Аслă мăнукĕ Владислав Юрьевич районти библиотека системин директорĕ. Тепĕр мăнукĕ Чăваш Республикин Аслă судĕнче вăй хурать. Настя - студентка, медицина ĕçне алла илме хатĕрленет. Тата тепĕр мăнукĕ, Валентина Александровна, Мускаври пĕр пысăк предприятире яваплă ĕçре тăрăшать. Кĕçĕн мăнукĕ Артем 5-мĕш класра ăс пухать.
Мăнукĕсен ачисем те ÿсеççĕ. Михаил Семенович та пурăннă пулсассăн кукамăшĕ тавра чупакан çав ачасемпе савăннă пулĕччĕ.
Эпир, Михаил Семенович тăванĕ- сем, юлташĕсем, ентешĕсем, унăн ырă ĕçĕсене манмастпăр, унăн ятне упраса пурăнатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика