11 мая 2018 г.

Чи пысăк уявсенчен пĕрне - Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 73 çул çитнине паллă турĕ çĕршывăмăр. Чăннипех те халăх уявĕ вăл. Чун-чĕрене хускатакан, куççульлентерекен, çав вăхăтрах мăнаçлăх туйăмĕ вăратакан уяв. Ун пĕлтерĕшĕ çулсем иртнĕçемĕн татах та ÿссе, çирĕпленсе пырать. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăх нихăçан та манăçмĕ. Çапла, çĕнтерÿ çăмăлпа килмен. Уншăн пирĕн çĕршывăн вышкайсăр пысăк хак тÿлеме тиврĕ - 27 миллион çын пурнăçне вăхăтсăр илсе кайрĕ хаяр вăрçă.
Пирĕн пысăках мар ялтан та çав вăрçа 125 çын хутшăннă, 59-шĕ каялла таврăнайман. Шел те, чĕрĕ-сывă килнисем те пурнăçран кайсах пычĕç. Паян ялта пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ - В.А. Александров пурăнать. Фронтран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк умĕнче çулсеренех митинг ирттереççĕ ураскассисем. Унта шкул ачисем, çамрăксем, ватăрах çынсем те чылайăн тухаççĕ. Кăçал та çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче палăк умне халăх йышлă пухăнчĕ. Элпуçĕнчи вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренекенсем “Никам та, нимĕн те манăçман” юрă-сăвă композицийĕ кăтартрĕç. Уява килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Т.Е.Дьяконова, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.М.Гаврилов, ял старости В.Н.Никифоров, учитель-ветеран Н.И.Никифорова саламларĕç, вăрçă паттăрĕсене яланах асра тытма чĕнсе каларĕç, пурне те мирлĕ тÿпе, çутă хĕвеллĕ пурнăç сунчĕç. Пурнăçран уйрăлнă фронтовиксене асăнса пурте пĕр минут шăп тăчĕç. Ачасем палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Уява килнисене пĕчĕк артистсем вăрçă çинчен кĕвĕленĕ юрăсем парнелерĕç. Даша Васильева, Влада Васильева, Аня Васильева, Оля Михайлова, Катя Иванова, Лиза Михайлова “Катюша”, “О той весне”, “Шли солдаты на войну” юрăсене чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç.
Митинг вĕçленсен йăлана кĕнĕ тракторсен парачĕ те пулчĕ. Асăну палăкĕ умĕпе Раççей, Чăваш ялавĕсене вĕлкĕштерсе хăватлă техника кĕрлесе иртрĕ. Вăрçă хирĕсенчен таврăнайман салтаксен мăнукĕ- сем, вĕсен ывăлĕсем ăрусен çыхăнăвĕ шанчă- клă пулнине, ялăн малашлăхĕ, пуласлăхĕ çирĕп алăра пулнине çирĕплетсе панă пекех туйăнчĕ çак самант.