АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлана кĕнĕ турнирта

11 мая 2018 г.

Йăлана кĕнĕ турнирта

Пирĕн районта йăлана кĕнĕ тăрăх иртнĕ кунсенче футбол сезонĕ уçăлчĕ. Енĕш Нăрвашри Артем Егорова асăнса ирттерекен турнир пулчĕ.
Унта тăвайсем, енĕшнăр- вашсем, çĕнĕпуянкассисем, тăрмăшсем хутшăнма кăмăл турĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Анатольевич Ломоносов, турнир спонсорĕ, ентешлĕх председателĕ Николай Васильевич Никитин, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Артемьевич Егоров сăмах тухса каларĕç, футболистсене ăнăçу сунчĕç.
Пĕтĕмлетÿсем хыççăн Тăрмăшри Руслан Ильина “Чи лайăх бомбардир”, Тăрмăшри Кирилл Антонова - “Чи ла-йăх вратарь”, Енĕш Нăрвашри Максим Егорова “Чи лайăх тапăнакан”, Енĕш Нăрвашри Евгений Станюкова - “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ”, Тăвайри Кирилл Григорьева - “Чи лайăх вылякан”, Çĕнĕ Пуянкассинчи Сергей Кириллова “Чи опытлă вылякан” ятсемпе хавхалантарчĕç. Команда-призерсене хаклă парнесемпе Хисеп грамотисем парса чысланă.
Куçса çÿрекен кубока яланхи пекех Тăрмăш ялĕн футболисчĕсем çĕнсе илчĕç, иккĕмĕш вырăнта А.Егоров ентешĕсем - Енĕш Нăрвашри команда, виççĕмĕшне район центрĕн команди тухнă. Кăçалхи футбол сезонне уçакан вăйăсем ăнăçлă иртнĕ.
Футболистсем хальхинче спорткомплекс стадионĕнче вылянă. Асăннă вăйăсемпе интересленекенсем, куракансем те пулнă, вĕсем харпăр хăй командисене хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика