АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек калчисемпе тивĕçтереççĕ

11 мая 2018 г.

Чечек калчисемпе тивĕçтереççĕ

Çуркунне çĕр ĕçченĕ канăçне çухатать. Харсăртараххисем маларах та тар кăларма пуçлаççĕ çынсене çимĕçсемпе чечексен калчисемпе тивĕçтерес тесе. Кил хуçалăхĕсенчи хăтлă, ăшă теплицăсенче çĕрне кăпкалатса пулăхлатаççĕ те тĕрлĕ вăрлăх акаççĕ, кулленех шăварса-пăхса тăраççĕ çитĕнекен калчасене.
Çак кунсенче Тăвай ялĕнчи пасар лапамĕнче те асăрхама май пулчĕ çавнашкал ырă ĕç тăвакансене. Вĕсен йышĕнче Тăрмăш ялĕнчи Юрий Николаевич Дмитриев та пурччĕ. “Эсир питĕ ырă кăмăллă çын пулас, ав еплерех илемлĕ чечексем çитĕнтеретĕр;” - кăсăклантăмăр эпир тăрăшуллă арçынпа сăмах пуçарса. “Ялти çыннăн ĕçсĕр лармалла мар. Пĕр вунă ытла çул каялла кил хуçалăхра пысăк теп- лица лартма вăй çитертĕмĕр. Мăшăрăм, Антонина Ивановна, агрономра ĕçлетчĕ, пахча çимĕçсемпе пĕрле чечексем çитĕнтерме те сĕнчĕ. Пуçланчĕ вара çынсене тĕрлĕ калчапа тивĕçтерес ĕç. Çавăнтанпа ку енĕпе çанă тавăрсах тăрăшатпăр”, - йăл! кулса хуравларĕ маттур арçын.
Самантран унăн калчисене черет тăрсах туянма пуçларĕç ял çыннисем. Илеме хапăл тăваççĕ иккен районта пурăнакансем.
Ырă çынсен илĕртÿллĕ ĕçĕпе Тăрмăш ялне кайсах паллашрăмăр темиçе кунтан. Чечек калчиллĕ пулас текенсем ирех çитнĕ иккен. “Ан хумханăр, калча пурин валли те çитет”, - лăплантарать çынсене чечек çитĕнтерекен. Çемье пуçĕ килнисене симĕс çулçăллă, чечеклĕ чиперккесемпе тивĕçтернĕ май ыйтусем патăмăр. Дмитриевсене Александрпа Иван ывăлĕсен çемйисем те пулăшнине пĕлме тÿр килчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те мăшăрланнă, хăйсен йăвисене ялтах çавăрнă. Оля ашшĕ- амăшĕпе пĕрле пурăнать, вăл та кăмăллать иккен ку ĕçе.
Тăрмăшри Дмитриевсем тавралăха илем кĕртес енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ çапла. Канаш хулипе районĕсенчи, Тăвайпа Вăрмар тăрăхĕсенчи коллективсене килĕшÿ тусах чечек калчисене çитĕнтерсе параççĕ иккен вĕсем, уйрăм çынсене те манмаççĕ. “Калчисем хаклах мар, çулленех вĕсем патне килсе илетпĕр, ыттисене те сĕ-нетпĕр”,- кăмăллăн пĕлтерчĕ хуларан килнĕ хĕрарăм.
-Чечек калчисемсĕр пуçне, хăяр, помидор, ир пулакан тата чечеклĕ купăста, виктори, нумай çул ÿсекен чечексен тата ытти çимĕçсен калчисем те пур теплицăра. Пахчара ĕçлеме юратакансемпе çыхăну тытма хатĕр эпир, - татах килме чĕнсе уйрăлчĕç Дмитриевсем.
-Сирĕн пархатарлă ĕçĕр ăнса пытăр, - тесе сывпуллашрăмăр ĕçчен алăллăскерсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика