11 мая 2018 г.
Икĕ енлĕ кĕрешÿпе - шашкăлла тата шахматла выляссипе ăмăртусем иртрĕç Енĕш Нăрваш ялĕнче ака уйăхĕнче. Турнирта чылайăшĕ пысăк ăсталăх кăтартрĕ. Пĕрремĕш вырăна вара А.И.Афанасьев (Тăрмăш ялĕ) тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.А.Семеновпа (Тă-вай ялĕ) Ю.П.Арестов (Енĕш Нăрваш ялĕ) йышăнчĕç. Призерсене медальсемпе наградăланă.
Ака уйăхĕн юлашки кунĕн-че вара Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ республикăн тĕп хулинче пурăнакан Алексей Владимирович Ванерке пуçарнипе тата хăех спонсор пулнипе Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта шахматла выляса мала тухассишĕн ăмăрту пулчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем тупăшрĕç пĕр-пĕрин хушшинче, кĕçĕн классенче вĕренекенсем те, аслăрах ÿсĕмрисем те. Кĕçĕн классенчи арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Василий Майраслов (1 кл.) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Савелий Ярмулин (3 кл.), виççĕмĕшĕнче - Константин Сергеев (1 кл.). Кĕçĕн классенчи хĕрачасем хушшинче Оксана Степанована (4 кл.) çитекенни пулмарĕ, пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Мария Павлова (3 кл.), виççĕмĕшĕнче - Елена Фомина (2 кл.).
Аслă классенчи 14 арçын ача швейцари системипе 5 тур вылярĕ. 5 очко илме май пур çĕртен 4,5 очко пухса малти вырăна Николай Иванов (11 кл.) тухрĕ. 3,5-шер очкопа иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Даниил Петровпа (8 кл.) Анатолий Николаев (9 кл.) пайларĕç.
Ăмăрту участникĕсене пурне те сертификатсем, призерсене миçемĕш вырăн йышăннине кура дипломсемпе медальсем парса чысланă. Чемпионсем I степеньлĕ дипломсене, ылтăн медальсене тата кубоксене тивĕçнĕ.
А.В.Ванеркене ăмăрту йĕркелесе ирттермешкĕн шкул директорĕн заместителĕ О.В.Ярмулин пысăк пулăшу панă.
А.Ванерке çавăн пекех шкулти кружока 4 комплект шахмат парнеленĕ. Шкул директорĕ В.И.Ильин шахмат сехечĕ илсе пама шантарнă.
Майăн 20-мĕшĕнче те Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта шахмат турнирĕ ирттерме па- лăртнă. Ăна районти чи лайăх шахматистсенчен пĕри пулнă, шкул директорĕнче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕ Петр Егорович Егорова асăнса ирттереççĕ. 9.00 сехетре пуçланать.