08 мая 2018 г.

Чăваш Республикинче Тăван çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă 15,6 пин ветеран пурăнать. Вĕсен пурнăçне лайăхлатсах пырассишĕн тăрăшаççĕ. Чăваш Енре 2010 çултанпа вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерессишĕн 5,7 миллиард тенкĕ тăкакланă. Ватăсен çурчĕсемпе хваттерĕсене юсаса-çĕнетсе тăрассипе те тимлеççĕ.
Пирĕн районтан пурĕ 5429 çын тăшмана хирĕç çапăçнă, 3156-шĕ килĕсене каялла таврăнайман. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн Тăвай енĕн пин-пин çыннине тĕрлĕ наградăсемпе чысланă, çав шутран 204-шне - орденсемпе.
1941-1945 çулсенчи вăрçăра пирĕн районтан Петр Бухтуловпа Семен Коновалов Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă. Кармалти Николай Афанасьев кăкăрĕпе тăшман амбразурине хупласа паттăрлăх кăтартнă. Район çыннисем 4 е ытларах орден илнисене - Ф.Т.Терентьева (Элпуç), И.И. Иванова (Улянкă), А.Ф. Егорова (Тушкил), А.П.Строганова (Лачкасси), П.Н.Никонорова (Енĕш Нăрваш) тата ыттисене нихăçан та манмаççĕ. Медицина службин генерал-майорĕ Г.М.Новиков (Вырăс сали) вăрçă вăхăтĕнче хирурги клиникине ертсе пынă. СССР Çарпа Тинĕс флочĕн порчĕсене тăвас ĕçе халалланă хăйĕн ĕмĕрне Тушкилти М.С.Слюбкин. Вăрçă вăхăтĕнче “Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн” девиз пирĕн районта пурăнакансемшĕн те закон пулса тăнă. Ялсенчи çынсем ывăннине пăхмасăр, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. 1941 çулхи октябрьтен хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвассипе вăй хунă хĕрарăмсемпе çамрăксем. 1942 çулта Элпуçĕнчи 7 класс вĕренмелли шкулта ача çурчĕ ĕçлессине йĕркеленĕ, унта эвакуациленĕ 48 ача пурăннă. Танксен колонни, бронепоезд, самолет тума укçа, займ облигацийĕсем, салтаксем валли ăшă япаласем пухнă тыл ĕçченĕсем.
Вун-вун çул хыçа юлчĕ çав хăрушă кунсем çĕр-çĕр халăха хур кăтартнăранпа. 73 çул çитет кĕçех пирĕн çĕршывран нимĕç фашисчĕсене хăваласа янăранпа. Тăвай енрен тухнă икĕ пин ытла салтак, Аслă Çĕнтерÿ туса, тăван тăрăха таврăннă, мирлĕ ĕçе пуçăннă, çемье çавăрнă, пÿрт-çурт лартнă. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ паянхи кунччен пурăнса çитеймерĕ.
Вăрçăра пулнă Василий Александрович Александров (Ураскасси/), Иван Филиппович Гребенков (Кĕрше), Тимофей Григорьевич Григорьев (Ямпулат), Аркадий Порфирьевич Иванов (Енĕш Нăрваш), Григорий Иванович Иванов (Улянкă), Григорий Филиппович Морозов (Çĕнĕ Ишпуç), Алексей Степанович Степанов (Йăнтăрчă), Анфиса Степановна Степанова (Çăлпуç), Александр Михайлович Сучков (Кармал), Николай Григорьевич Шеруков (Чутей), Михаил Яковлевич Яковлев (Сăхăтпуç) пирĕн хушăрах-ха, пуç таятпăр вĕсем умĕнче пире мирлĕ пурнăç туса пама хăйсен тÿпине хывнăшăн, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Григорий Филиппович Морозов 1923 çулта çуралнă. Ăна 1942 çулта Тăвайри çар комиссариачĕ чĕнсе илнĕ. Шкотовски çар училищи хыççăн ăна вăрçа янă, стрелоксен 488-мĕш полкĕнче отделени командирĕ пулнă ентешĕмĕр, аманнă аслă сержант. 1947 çулта киле таврăннă, халь ачисемпе пурăнать.
Николай Григорьевич Шеруков Чутей ялĕнче пурăнать. Вăл 1927 çулта çутă тĕнчене килнĕ, ăна Саратов облаçĕнчи Энгельск хулинчи çар комиссариачĕ салтака илнĕ, Байкал тăрăхĕнчи фронтăн стрелоксен 417-мĕш полкĕн пулеметчикĕ пулнă. “Японие çĕнтернĕшĕн” медальпе наградăланă ăна. 1951 çулта тăван яла таврăннă. Казахстанри çерем çĕрсене уçнă çĕрте активлăх кăтартнă, механизатор пулнă. Братскри гидроэлектростанцине, Канскпа Ачинскри энергетика комплексне тунă çĕре хутшăннă, Çĕпĕрте нефть кăларнă. Хальхи вăхăтра пĕччен пурăнать, ăна ачисем пăхаççĕ.
Ураскассинчи Василий Александрович Александров 1926 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче çуралнă, ефрейтор пулнă, пĕрремĕш Украина фронтĕнче çапăçнă артиллерист, аманнă, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв Аслă вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсемпе, “Хăюлăхшăн” медальпе наградăланă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке Сăхăтпуçĕнчи вăрçă ветеранĕ Михаил Яковлевич Яковлев патĕнче те пулнă, Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă. Вăл рядовой пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе, “Германие çĕнтернĕшĕн” медальпе наградăланă. 1950 çулхи ноябрьте киле таврăннă.
Йăнтăрчăри Алексей Степанович Степанов Инçет Хĕвел-тухăçĕнче çапăçнă, Манн Журлеи границинче, пулемет батальонĕн 107-мĕш отделенийĕн рядовойĕ тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă. Вăрçă хыççăн пĕр хушă Инçет Хĕвелтухăçĕнче слесарь-плотник пулса ĕçлесе пурăннă. “Заря” колхозпа “Луч” совхозра ырă тĕслĕх кăтартнă тăван яла таврăнсан харсăр платник.
Григорий Иванович Иванов (Улянкă) Хĕрлĕ çар ретне 1944 çулхи ноябрьте тăнă. Рядовой пулнă. 1945 çулта Японие хирĕç пыракан çапăçусене хутшăннă, “Японие çĕнтернĕшĕн”, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медальсемпе, СССР Верховнăй Тĕп командующин Хисеп грамотипе наградăланă ăна.
1955 çулта лейтенант званипе киле таврăннă. Райĕçтăвкомра кадрсен секторĕн заведующийĕнче ĕçленĕ малтан, 1967-1994 çулсенче пирĕн районти пушар патшалăх надзорĕн ертÿçинче вăй хунă, 2000 çулта Григорий Ивановича подполковник звани панă.
Пурăнакан вăрçă ветеранĕсемпе ыттисемпе те тĕл пулса калаçнă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, парне панă. Ватăсем хăйсене хисеп тунăшăн тав тунă.
Ветерансем пурăннă чухне вĕсем 1941-1945 çулсенчи вăрçăра мĕнле паттăрлăх кăтартни çинчен ыйтса пĕлсе юлар. Нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуçĕсене хунисене яланах асра тытар.