08 мая 2018 г.

Ку хутĕнче Ямпулат ялĕнчи тепĕр паттăр çинчен сăмахăм. Григорий Давыдович Давыдов 1914 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Педагогика техникумĕн- че пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна Омск облаçĕнчи Ярково районне янă, вăл Ново-Архангельск ялĕнче учительте ĕçлеме пуçланă, мăшăрланса çемьеленнĕ.
1936 çулта Г.Давыдова çар тивĕçне пурнăçлама илнĕ, Архангельск хулинчи училищĕре вĕренсе кĕçĕн лейтенант званийĕпе Ленинград округĕнче саперсен батальонĕнче службăра тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Тĕп Командованин резервĕнчи 78-мĕш инженерипе саперсен батальонĕн- че взвод командирĕ пулнă, “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн” медале тивĕçнĕ.
1943 çулхи октябрĕн 10-мĕ- шĕнче саперсен взводне пирĕн салтаксем атакăна тухма хатĕр-леннĕ хире минăсенчен тасатма приказ панă. Тăшман пĕрмай персе тăнине пăхмасăрах, саперсем 214 мина (вĕсенчен 13-шĕ “мина-сюрприз” текеннисем) кăларнă. Пĕр саперĕ те “йăнăшман”, заданирен пурте сывă таврăннă. Минăсем тĕрлĕ системăллă, тĕрлĕ вăхăтра, хăшĕ-пĕри çулталăк каярах та, вырнаçтарнисем пулнă. Задание ăнăçлă, палăртса хунинчен маларах пурнăçланăшăн Г.Давыдов лейтенанта “Паттăрлăхшăн” медальпе наградăланă. Пĕр çапăçура пирĕн ентеш контузие пула стройран тухать, анчах госпитале кайма килĕшмен, санбатра сипленнĕ.
1944 çулхи январь пуçламăшĕн- че саперсен взвочĕ умĕнче çапла приказ тăнă - атакăна тухма хатĕр батальон иртекен хиртен минăсене тасатмалла. Ку хутĕнче те Давыдов взвочĕ задание палăртнинчен маларах пурнăçланă. Атакăна çĕкленнĕ батальон уй урлă пĕр çухатусăр малалла куçнă. Çапăçу хыççăн полк командирĕ взвода строй умне тăратса тав тунă.
Саперăн ĕçĕ - минăсем кăларасси çеç мар, унăн çул-йĕр те, блиндаж-траншея та тумалла, кĕпер хывмалла, юсамалла... Февраль пуçламăшĕнче вĕсен взвочĕ шурлăхлă вырăнта çул тума приказ илнĕ. Ăна та чыслăн пурнăçланă. Февралĕн 20-мĕшĕнче Григорий Давыдовича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлани çинчен приказ тухнă.
1944 çулхи ноябрĕн 20-24-мĕ-шĕсенче взвод Балти тинĕсенчи Эзель утравĕ çинче тăшмана хăвалакан 194-мĕш корпусăн артиллерине çул кăтартса тăнă. Кашни тупă патне 1-2 сапер хă- варса, лейтенант ыттисемпе малта пыракан пехотинецсем умĕнчи çула тĕрĕслесе пынă. Ноябрĕн 22-мĕшĕнче саперсен ушкăнĕ ытла та яка, танксемпе тупăсене кайма меллĕ вырăна пырса тухнă. Лейтенант иккĕ-ленÿллĕ вырăна тĕплĕн тĕрĕслеме хушнă. Саперсем “шанчăклă” вырăнта нимĕçсем чавса хунă хăватлă тăватă фугаса тупса си- енсĕрлетнĕ.
Пирĕн ентешĕн юлашки паттăрла ĕçĕ ноябрĕн 23-мĕшĕнче Эзель утравĕ çинчи Сырвэ çур утравĕпе çыхăннă. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче çырнă награда хучĕ-пе паллашар-ха: “23 ноября в р-не нас. пункта Саадевахе пехота и артиллерия были проведены через минное поле без единого случая подрыва. Севернее указанного пункта нужно было пропустить артиллерию через ручей. Взвод лейтенанта Давыдова получил приказ восстановить мост, подорванный противником. При выполнении этой задачи в результате огневого налета противника с кораблей т. Давыдов погиб на боевом посту. Опытный сапер и минер, прекрасный организатор и бесстрашный воин, т.Давыдов достоин правительственной награды ..” 1945 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Ленинград фрончĕн 8-мĕш çар приказĕнче çапла çырнă: “Наградить лейтенанта Давыдова Григория Давыдовича, командира взвода, орденом Отечественной войны I степени”.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Давыдовсен çемйинчен виçĕ пĕртăван тăшманпа çапăçнă: Степан (1911-1943 г.г.), Григорий (1914-1944 г.г.), Филимон (1918-1963 г.г.).
Филимон 1943 çулта госпитальтен яла таврăннă, çемье çавăрнă, Тăвай прокуратуринче çырăçура ĕçленĕ. Филимон Давыдовичăн ывăлĕ Николай куккăшĕн чыс-хисепне упраса, асра тытса мирлĕ пурнăçра унăн çулĕпе пырать. Аслă пĕлÿ илсе, лейтенант званийĕпе Тушкил шкулĕнче НВП вĕрентнĕ, каярахпа ОБЖ, физкультура учителĕнче ĕçлет. Унăн вĕренекенĕсем 1999 çулта республикăра “Зарница” вăйăра 1-мĕш, 2000 çулта “Орленок” вăйăра III-мĕш вырăнсем йышăннă. Николай Филимонович - Чăваш Рес- публикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ăна республика, район шайĕнчи Хисеп грамотисемпе те наградăланă.