08 мая 2018 г.

73 çул мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр эпир. Мĕн тери пысăк ырлăх ку. Пирĕн телейлĕ пуласлăхшăн пуçĕсене хунă паттăрсене нихăçан та манас марччĕ, вĕсем хăйсен кун-çулне шеллемесĕр пире тăнăçлă пурнăç туса парассишĕн нимĕçсене хирĕç хаяррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр, хаклă ветерансем, вăрçă паттăрĕсем, тыл ĕçченĕсем.
Эсир пирĕн пуласлăх çутă та хаваслă пултăр тесе хăвăрăн кун-çулăра та шеллемен. Çавнашкал йывăр çулсем, вăрçă хăрушлăхĕсем пурнăçра урăх нихăçан та ан пултăрччĕç. Тылри халăха та çăмăл килмен. Шартлама сивĕ-и, çумăр çăвать-и, çанталăк алхасать-и - халăх ĕçе васканă, уя тухнă, станоксем умне тăнă, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Тырри-пуллине фронта ăсатнă, тăраниччен апат та çиеймен ун чухне, крахмал пуçтарнă, çăнăх шÿрпи сыпнă. Ун чухнехи халăх паянхи тулăх пурнăç çинчен шутлама та пултарайман. Пирĕн умра халь мĕн çиес тетĕн çавă пур, тăхăнмалли тем тĕрлĕ.
Амалăх ялĕнчен те ак Аслă вăрçа 100 яхăн çын тухса кайнă, чылайăшĕ вĕсенчен хыпарсăр çухалнă. Пирĕн, хальхи вăхăтра пурăнакансен, вĕсене тупма тăрăшмалла, ĕмĕрлĕхе асра хăвармалла, вĕсен умĕнче парăмра юлмалла мар. Ку енĕпе Ольга Григорьевна Ушакова (Иванова), Амалăх ялĕнче çуралса ÿснĕскер, тăван ялĕпе унăн çыннисем çинчен тĕлĕнмелле пуян, чаплă кĕнеке çырса кăларчĕ. Ку вăл ялта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç, ял мĕнле пулса кайни, унăн çыннисем, мирлĕ пурнăçра, вăрçă вăхăтĕнче епле пулни, хăвăн йăху-несĕлÿ таранах пĕлме пулать кĕнекене вуласан. Нина аппана - Галкинана - амалăхсем астăваççĕ пулĕ тетĕп, тĕлĕнмелле ĕçлĕхлĕ, çын кăмăлне каймалли çынччĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ ватăччĕ, пиччĕшĕ вăрçăра 1944 çулта Гродно облаçĕнче вилнĕ. Вăрçа вăл, вунçиччĕрех, çулне ÿстерсе, тухса каять. 1926 çулта çуралнăскер, хаяр çапăçура пуçне хурать. Документсем тăрăх, вăл çапăçура 1944 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Минск облаçĕнчи Мядельски районĕнчи Свирь поселока пытарнă. Ольга Григорьевна çырнă тăрăх вара вăл Гродно облаçĕнчи Волковыск районĕнче вилнĕ. Шкул пĕтерсен эпĕ 3 çул Беларусь республикинчи Волковыск районти Аня ятлă хĕрпе пĕрле ĕçлесе пурăнтăм, ун патне Амалăхри Терентий Степанович Галкина шыраса тупма çыру çырса ятăм. Аня юлташăм мана нумай кĕттермерĕ, часах хурав пачĕ, Терентий Степанович Галкин Россь поселокра канлĕх тупнă иккен, ăна 400 яхăн салтакпа пĕрле пытарнă, палăк сăн ÿкерчĕкне те ярса пачĕ. Сăмах май каласан, 1982 çулта Аня юлташăм Тăвай ялне хăйĕн хĕрĕпе килсе кайнăччĕ. Ун çинчен “Ял ĕçченĕ хаçатра Иван Иванович Соловьев журналист пысăк статья çырса кăларнăччĕ, вулакансенчен, тен, астăвакан та пулĕ. Аня вырăнти Беларусь халăхĕ палăка питĕ типтерлĕ упрани çинчен те пĕлтернĕ.
Мĕншĕн çыртăм-ха эпĕ Т.С. Галкин çинчен; Чылай фронтовиксен тăванĕсем хăйсен ывăлĕ-хĕрĕ ăçта пуçĕсене хунине пĕлмесĕрех пурăнса ирттереççĕ. Тен, çакăнта 400 яхăн списокра чăваш салтакĕ татах та пулнă. Эпир хамăр та аттен шăллĕ ăçта выртнине халиччен те пĕлеймерĕмĕр. Ан пултăрччĕ вăрçă, текех унашкал хăрушă асапа урăх нихăçан та курас марччĕ.
Пĕр ăслă çынран: “Вăрçă хăçан пĕтет тесе ыйтсассăн, юлашки салтака пытарнипе вĕçленет,” - тенĕ. Ку шухăшпа килĕшес пулсан, пирĕн Аслă аттелĕх вăрçи час пĕтмест-ха, мĕншĕн тесен халĕ те чылай салтак хăйĕн канлĕхне тупайман-ха, вăл шутра Амалăх ялĕнченех 30 яхăн çын хыпарсăр çухалнă. Анчах вĕсем халăх асĕнчех. Мĕнпур ветерансене, мăшăрĕсене, ачи-пăчине, мăнукĕсене чаплă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламлас килет. Сывлăхлă пулăр. Ан пултăр вăрçă нихăçан. Çĕр çинче мир, килĕшÿ хуçалантăр ялан.