08 мая 2018 г.
Кирек епле инкеклĕ ĕç те кăмăллă япала мар. Телее, кăçалхи пĕрремĕш кварталта районти полици уйрăмне инкексем çинчен пĕлтерни е заявлени çырни 25 процент чакнă, пĕлтĕр ун пек ĕçсене 409 регистрациленĕ пулсан, кăçал - 305. Анчах çакă та чылай сахалрах пулма пултарнă, мĕншĕн тесен нумайăшĕ хамăрăн йĕркелĕхрен килет.
Преступноç отчетлă тапхăрта район территорийĕнче 18-тан 16-на юлнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 11,1 процент пĕчĕкленнĕ. Çапла вара преступноç шайĕ районти кашни 10 пин çын пуçне 10,8 ?пĕлтĕр 12,2/ процентпа танлашать.
Преступленисене пĕтĕмĕш-ле уçса палăртасси иртнĕ çулхи пекех 100 процентпа танлашнă.
Регистрациленĕ инкеклĕ ĕç- сенчен 6,25 проценчĕ ?1/ йывăррисен, 18,75 проценчĕ ?3/ вăтам йывăррисен тата 75 проценчĕ ?12/ пысăк мар йывăрлăхлисен шутне кĕрет.
Район территорийĕнче уйрăмах йывăр преступленилле ĕçсем, вĕлернĕ, сывлăха юриех йывăр сиен кÿнĕ, хваттерсене, гаражсене, дача çурчĕсене çаратнă, укçа е пурлăх туртса илес тĕллевпе хăратнă, хулиганла ĕçсем тунă, пусахланă, граждансен пурлăхне юриех вут тĕртнĕ, укçа туса унпа усă курнă, транспорт хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курнă тĕслĕхсем регистрацилени пулман. Наци тата тĕн енлĕ хирĕçÿсем, террорла ĕçсем палăрман.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта иртнĕ çулсенчи пĕр преступление тупса палăртнă. Çакă та хăйне май питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Кăçалхи январь-март уйăхĕ- сенче преступниксен ушкăнĕ- сене пĕрле пĕтĕçсе преступленисем тума май паман. Çул çитмен çамрăксем айăплă ĕçсем тунине те регистрацилемен. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта вара çул çитмен çамрăксем виçĕ преступлени тунă пулнă.
Ĕçлемен çынсем тунă преступленисен шучĕ тăххăртан саккăра юлнă. Çакнах ушкăнпа туни пулман.
Ÿсĕрле тунă преступленисен хисепĕ 14,3 процент чакнă. Вĕсем 6 ?пĕлтĕр 7/ инкеклĕ ĕçе явăçнă. Ÿсĕрле тунă преступноç тÿпи 60 ?пĕлтĕр 58,3/ процентпа танлашать. Ÿсĕр çынсен хăйсене кирлĕ пек, тивĕçлĕ тытма пултарайманнине шута илмелле. Çавăнпа вĕсене куçран вĕçертмелле мар, вĕсен йăли-йĕркине, хăтланăвĕсене пĕлсе тăмалла.
Унччен айăплă ĕç тунă çынсем тепĕр хут преступлени тă- васси 44,4 процент сахалланнă, кăçал 5, иртнĕ çул 9 тĕслĕх пулнă. Маларах саккун урлă “каçнă” çынсем каллех çав çул çине тăрса тунă преступленисен тÿ-пи 50 ?пĕлтĕр 75/ процентпа танлашать.
Раççей ШĔМĕн “Урмарский” пайĕн Тăвайри полици уйрăмĕ кăçалхи январь-март уйăхĕ- сенче район территорийĕнче административлă право йĕркине пăсассине вăхăтра палăртассипе тата ăна сирсе ярассипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ, профилактикăна вăйлатнă. Çапла майпа пĕрремĕш кварталта район территори- йĕнче административлă право йĕркине пăснипе 132 протокол е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 31 протокол сахалрах çырнă.