АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыркăмăллăх субботникĕнче

04 мая 2018 г.

Ыркăмăллăх субботникĕнче

Ял илемĕ - пирĕн пурнăçăн тĕкĕрĕ. Çакăншăн тăрăшрĕç те майăн 1-мĕшĕнчи субботник- ре Сăхăтпуç ялĕн çыннисем, тĕпрен илсен, çамрăксем. Субботнике ялти культура çурчĕн администраторĕ Оксана Храмова тата волонтерсем пуçарнипе йĕркеленĕ. Унта Артем Трофимовпа Никита Храмов студентсем, Маша Шашкова, Мария Петрова, Кристина Исаева, Снежана Иванова волонтерсем (пурте 9-мĕш класра вĕренекенсем), Анна Романовапа (11 кл.) Александр Терентьев (10 кл.) волонтерсем, Максим Романов (9 кл.), Антон Храмов (7 кл.), Степан Емельянов (8 кл.), Карина Шусева (6 кл.), Динара Дмитриева (6 кл.), Стасик Терентьевпа Максим Храмов (5 кл.), тулли кăмăлтан хутшăнчĕç. Аслисен хастарлăхне курса виççĕмĕш класри Кирилл Шусевпа пĕрремĕш класри Даша Семенова та ахаль тăмарĕç, вăй çитнĕ таран вĕсене пулăшрĕç. Аслă Отечествăлла вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк тавра, кивĕ культура çурчĕн картишне, ял варрине тасатса тирпей-илем кÿчĕç субботнике хутшăннисем, вĕсен ыркăмăллăх ĕçĕпе хăйсем те, ял çыннисем те кăмăллă юлчĕç.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика