АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăван чĕлхе - анне ытамĕ…”

04 мая 2018 г.

Чĕлхе вăл - халăх чунĕ. Хăйне хисеплекен кирек хăш халăх та хăйĕн тăван чĕлхине чи пысăк пуянлăх вырăнне хурать. Мĕншĕн тесен, халăх ăна нумай ĕмĕр хушши тĕрлĕ йывăрлăх тÿссе упранă, аталантарса пуянлатнă. ”Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн мĕнпур тĕнчекурăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук”, - тенĕ чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев. Унăн 170 çулхи юбилейне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Енре чылай ĕç-пуç пулса иртнĕ.
Элпуçĕнчи вăтам шкулта та вĕрентекенсем Яковлев вулавĕсем, викторинăсемпе конкурссем, куравсем йĕркелерĕç. Вĕренекенсем пĕтĕм чăваш диктантне те çырчĕç. Иван Яковлевич çуралнă кун вара чăн-чăн чăвашлăх уявнех çаврăнчĕ. Ирех ачасем савăнăçлă линейкăна пухăнчĕç.
“Чăваш чĕлхи - анне ытамĕ,
Чĕкеç кĕвви пек чĕвĕлти.
Сан аллунтан тытса утам-и:
Шăрантăр юрă кĕвĕлли,
Янратăр сăвă кĕмĕлли”, - тесе пуçларĕç хитре чăваш тумĕллĕ Вероника Ильинапа Артем Яковлев ертсе пыракансем. Чăнах та, илемлĕ юрри-сăвви те, ташши-такмакĕ те хăватлăн янăрарĕç çак уявра. Уйрăмах А.Яковлев вуланă “Эп - чăваш ачи” сăвва, В.Васильева каланă “Ухмах шырани” юмаха, Г.Никифоров, В.Моисеевапа Д.Петрова вуланă “Нарспи” поэма сыпăкĕсене, 2-мĕш класс хĕрачисем шăрантарнă “Упа”, П.Павлова юрланă “Илемлĕ” юрра итлеме питех те кăмăллă пулчĕ. “Асамат кĕперĕ” ушкăн вара ?ертÿçи С.Константинова/ уява чăваш ташшипе пуянлатрĕ. Çапла, пуçламăш классенче вĕренекенсем чăннипех маттур пулчĕç çак кун. Вĕсем тăван чĕлхене юратса хисепленине питех те аван çирĕплетрĕç. 4-мĕш класс ертÿçине С.Ф.Константинована уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Сăмахăма вара уявра янăранă сăвă йĕркисемпех вĕçлем.
Кĕрлет халь хаваслăх
Тăван çĕршывра.
Ман халăх сасси илтĕнет уявра.
Чăвашăн телейĕ ĕçре ÿсĕ-нет.
Чĕлхи ун Тăван çĕршывра вăй илет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика