АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ырлăх-пурлăхĕшĕн

27 апреля 2018 г.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чă-ваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 19-мĕш сессийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев рес- публика Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса панă.
Чăваш Ен ертÿçи республикăн кашни отраслĕн иртнĕ çулхи аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Пирĕн республикăн тĕп пуянлăхĕ вăл - унăн çыннисем. Çавăнпа та çынсем валли пурăнма хăтлăрах та меллĕрех условисем туса парасси пур шайри влаç органĕсен тĕп задачи пулса тăрать, тенĕ Михаил Игнатьев.
Отчетра вăл уйрăммăн çак ыйтусене палăртса хăварнă.
Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2017 çулта 51 млрд та 497,2 млн тенкĕпе танлашнă, 2016 çулхи шайпа танлаштарсан, 105,5 проц. çитнĕ. Республикăн хăйĕн тупăшĕ 34 млрд та 500,2 млн тенкĕ ?104,1 проц.) пулнă.
Чăваш Республики укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курма пĕлекен регионсен шутĕнче.
Бюджет сферин ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен ĕç укçине ÿстерессине ăнăçлă пурнăçланă.
Промышленноç производствин индексĕ 104,4 проц. танлашнă ?Раççей вăтам кăтартăвĕ - 101 проц.). Пĕтĕмĕшле 199,3 млрд тен-кĕлĕх ?107,5 проц.) продукци туса кăларнă тата услугăсемпе тивĕçтернĕ. Импорта улăштарассипе те курăмлă ĕçсем пурнăçланă.
Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе иртнĕ çул чылай çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Федераци программипе Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфраструктурине комплекслă аталантарма, “Создание современной образовательной среды для школьников”, “Ипотека и арендное жилье”, “Формирование комфортной городской среды” приоритетлă проектсене пурнăçа кĕртме пур шайри бюджета та укçа-тенкĕ чылай уйăрнă.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен продукци çаврăнăшĕ унчченхинчен 6 проц. ÿснĕ.
Агропромышленноç комплексĕн производство калăпăшĕ 75,3 млрд тенкĕпе танлашнă, ял хуçалăх таварĕсен индексĕ 101 проц. çити ÿснĕ.
Ял территорийĕсем тăнăç аталанаççĕ. Ялта пурăнакан граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тума, ял территорийĕсене комплекслă тата компактлă аталантарма 894,3 млн тенкĕ уйăрнă.
Строительство ĕçĕсене пĕлтĕр 31,96 млрд тенкĕлĕх ?84,2 проц.) пурнăçланă.
Регионта граждансене пу- рăнма юрăхсăр çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçармалли программăна пурнăçа кĕртнĕ.
Республикăра пурте усă куракан автомобиль çулĕсен тăршшĕ 12 пин км ытла. Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче федерацин “Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр” программипе иртнĕ çул автомобиль çулĕсене 94,9 км - 1 млрд та 268 млн тенкĕлĕх юсанă. 625 млн тенкине федерацирен уйăрнă.
Отчетра Михаил Игнатьев çавăн пекех çĕрпе, патшалăх пурлăхĕпе усă курассин, тавралăха сыхлассин, çынсене патшалăх тата муниципалитет услугисемпе электрон мелĕпе тивĕçтерессин, хальхи çыхăну сетьне, потребительсен рынокне аталантарассин, социаллă политика, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, культурăпа туризм, спорт ыйтăвĕсене те анлăн çутатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика