27 апреля 2018 г.

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн юн тăкнă е хăйсен пурнăçне панă, тылра хастар ĕçленĕ çынсене эпир яланах чи ăшă туйăмпа, чун-чĕререн тав туса асăнатпăр. Тăватă çул пынă хăрушă вăрçă çулĕ- сене епле манăн; 27 миллион çын пурнăçĕ татăлнă, мĕн чухлĕ куççуль тăкăннă. Вăрçăран хăрушши, тискерри нимĕн те пулман та, пулас та çук.
Пирĕн халăх кар тăрса хăрушă та вăйлă тăшмана çĕнтерчĕ. Нацистла Германи Европăн пĕр çĕршывне кăна мар хăйне пăхăнтарчĕ. Анчах совет халăхĕ парăнмарĕ. Фашистсене çĕнтерсе пĕтĕм тĕнчене ирĕклĕх парнелерĕ. Хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр пуçĕсене хунисене асăнса кашни хулара, ялта палăксем лартнă. Вĕсен умне чĕрĕ чечексем хуратпăр. Вăрçăран таврăнайманнисене, ветерансене нихăçан та манмăпăр.
Чутей ялĕнчен 275 çын фронта тухса кайнă. Тен, ытларах та хутшăннă. Вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене асра тытса вăтам шкулта тата клубра ял çыннисем ?хулара пурăнакан ентешсем те/ тăрăшнипе “Через года, через века, помните” ятлă стендсем туса çакнă. Ял администрацийĕ çак пысăк ĕçе хутшăнакансене чĕререн тав тăвать, телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунать.