АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста алăллă

27 апреля 2018 г.

Ăста алăллă

Кармал ялĕнчи клубра нумай çул ĕнтĕ “Хозяюшка” кружок аван ĕçлет. Кашни кĕçнерникун клуба хĕрарăмсем çĕнĕ, хитре тата халиччен туман япаласем ăсталама, çыхма вĕренме васкаççĕ.
Ытларах çекĕлпе минтер пичĕ, чечексем, шаль тутăрсем çыхаççĕ вĕсем. Кăçал акă малтанах çĕнĕ йышши тапочкисемпе нускисем, каярахпа чечексем (розăсем) çыхрĕç. Нумаях пулмасть жаккард тĕспе илемлетме вĕренчĕç кружока çÿрекенсем. Чи активлисем хушшинче - Ольга Николаевна Краснова, Зинаида Васильевна Туйдукова, Елена Васильевна Никитина, Лидия Ефимовна Шашкова. Унсăр пуçне кружока çÿрекенсем тĕрĕс апатлану йĕркине те тĕпчеççĕ. Тĕслĕхрен, О.Краснова шăрттан, кавăн сĕткенĕ тума вĕрентрĕ. Красновсен çемйи пахчара тĕрлĕ улмуççи лартса ÿстерет, нумай çул ĕнтĕ панулмине тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма вĕреннĕ.
Çапла пĕр-пĕринпе хутшăнни, сĕнÿсем пани усăллă та, кирлĕ те. Çекĕлпе çыхакан Л.Шашкова хăйĕн ĕçĕсемпе тĕрлĕ конкурссемпе выставкăсене хутшăнса пултарулăхĕпе паллаштарма ĕлкĕрнĕ. Кармал ялĕнче тĕрĕ ăстисем те йышлă. Ирина Валериевна Чернова, Валентина Михайловна Краснова, Любовь Петровна Сысоева, Агриппина Ивановна Баринова пĕр-пĕринпе канашласа, тĕрĕ журналĕсене улăштарса ĕçлеççĕ. Л.Сысоева, акă, 30 яхăн картина (рамăсенче) тĕрленĕ, унсăр пуçне минтер пичĕсем янтăласа ачисемпе мăнукĕсене парнеленĕ. Клуб заведующийĕ И.Г.Васильева ăстасен ĕçĕсемпе халăха паллаштарас тесе тăрăшать, тĕрĕçĕсен ĕçĕсене тĕрлĕ выставкăна, конкурса тăратма тимлет. И.В.Чернова тата Л.П.Сысоева ĕçĕсене Шупашкар хăнисем таранах мухтанă. Кăçал, акă, ял пухăвĕ иртнĕ вăхăтра тата мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе выставка йĕркеленĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттерни, çĕнни тата хитрелĕх патне ăнтăлни пуриншĕн те лайăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика