АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă уявларĕç

27 апреля 2018 г.

Хаваслă уявларĕç

Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ - ял, хула тăрăхĕсенче, район тата хула администрацийĕсенче ĕçлекенсен, депутатсен, ялсенчи старос- тăсен, халăхшăн тăрăшакансен уявĕ.
Ăна пирĕн районта ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче паллă турĕç. Культура çуртĕнчи зала район тата администраци, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, муниципалитет служащийĕ- сем, ялсенчи старостăсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, муниципалитет службисен ветеранĕсем пухăннă. Чылайăшĕн кăкăрĕ çине Георги хăйăвĕ çакса ячĕç районти волонтерсем çавăн чухне. Муниципалитет служащийĕсен ĕçе юратакан, пысăк команди умĕнче 2012 çултанпа тĕллевлĕ, малашлăха куракан çын - Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке утать. Вăл муниципалитета ертсе пынă тапхăрта районта “Асамат кĕперĕ” ача сачĕ, 7 ФАП, Чутейри культура çурчĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă, тăлăх ачасем валли 2 çурт хута кайнă.
“Чутеевский”, “Красная Чувашия”, “Дружба” ЯХПКсенче, Грачев, Илларионов ХФХсенче, “Акконд-агро фирма” обществăра выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнĕрен тунă, реконструкциленĕ. Йăнтăрчăри, Çĕнĕ Пуянкассинчи, Тĕмерти, Енĕш Нăрвашри шкулсенчи спортзалсене юсаса çĕнетнĕ. Тăрмăшри, Мучарти, Енĕш Нăрвашри шкулчченхи учрежденисен çурчĕсене тĕпрен юсанă. Нумай ялта çулсене вак чул сарнă. “Канаш-Кайпăç”, “Тăвай-Тушкил”, “Тăвай-Элпуç” маршрутсенчи асфальтлă çулсене юсанă. Вырăс сали çывăхĕн-че çĕнĕрен кĕпер хывнă.
Вунă ял тăрăхĕ ĕçлет Тă-вай енре, муниципалитетăн 67 служащийĕ тивĕçтерет çынсене. Законсем йышăнас енĕпе депутатсем аван тăрăшаççĕ.
-Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕ-ререн саламлатпăр. Тавах сире районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне лайăхлатас тесе тăрăшса ĕçленĕшĕн, хăвăр тивĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр, - тесе саламларĕç район тата администрацин пуçлăхĕсем А.Шакинпа В.Ванерке.
Унтан ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăсемпе хавхалантарма пуçларĕç. Малтан Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Тăвайри вăтам шкулта ачасене лайăх воспитани парас ĕçсене çÿллĕ шайра йĕркелесе пыракан директора Вера Михайловна Кириллована, ЧР прокуратура органĕсен ветеранне Василий Петрович Кузьмина тата ыттисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.
Унтан Стас Владимиров, Алена Алексеева, Александр Арсентьев эстрада юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика