АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Годовой отчет”

27 апреля 2018 г.

Кĕркунне, уй-хирти ĕçсене ăнăçлă вĕçлесен, чăвашсен ратнери тăванĕсене, ĕçре пулăшакан тус-юлташĕсене, кÿршисене пуçтарса “Кĕр сăри” тăвасси, ĕçкĕ ĕçесси пуçланнă. Çулталăк хушши ĕçлесе пухнă ырлăх-пурлăхшăн савăнса, ĕçре пулăшакансене тав туса хăналасси йăлана кĕнĕ. Пурте пекех тума тăрăшнă çулталăкра пĕрре пысăк ĕçкĕ. Авалтанах пыракан йăла пулнă ку.
Тăнăç саманаллă вăхăтра тăвансемпе ĕçсе-çини япăх япалах мар. Вăл пĕр-пĕрне хисеп- лесе пурăнма, туслăха çирĕп- летме кăна пулăшать. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи йывăр пурнăçра ĕçкĕ ĕçесси çинчен шухăшламан çынсем.
Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче, колхозсем вăйланса тĕрекленсен, ĕçшĕн укçан тата кашни çул ытларах тÿле-ме пуçласан, çынсен пурнăç шайĕ чылаях лайăхлансан, ĕçкĕ тăвасси çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илнĕ. Кашни шăматкунах ялта кам та пулса хăна-вĕрле пухнă. “Ĕçке ларнă”, “Годовой отчет” тăвать тесе шÿтлетчĕç вара.
Уяв тăвасси пысăк та явап-лă ĕç. Ăна чылай малтанах тĕп-лĕн хатĕрленнĕ. Çĕнĕ тырăран ятарласа салат туса хатĕр-ленĕ. Унпа килти сăра тунă, сахăр песукĕ хушса сăмакун юхтарма пăрака йÿçĕтнĕ. Эрех-сăри çеç мар, юр-варĕ те сахал мар кирлĕ ĕçкĕ валли. Тĕмерте шурă çăнăх авăртакан пысăк арман пурччĕ. Таврари ялсенчен йышлăн пыратчĕç унта çăнăх улăштарма. Пирĕн ялсем те унта кайса тулăпа чи лайăх сортлă шурă çăнăх улăштарса килнĕ. Аш-какайĕ, сĕт-çăвĕ, çăмарти, пахча çимĕçĕ кашни килтех çителĕклĕ кĕркунне. Пулă, кăлпасси тата ытти пахарах çимĕçсене хулара туяннă. Кунта çуккине Хусана та кайса илнĕ. Тутар Республикинче сахăр пирĕн патăртинчен чылай йÿнĕрех пулнă. Песукне вара миххипех илсе килетчĕç.
Ĕçке пурте май пур таран лайăхрах, сумлăрах тума тă- рăшнă. Çынран юлас марччĕ, намăс курмалла ан пултăр, тенĕ.
Шăматкун каç пулсан пуç- тарăннă хăнасем. Кил хуçи çурт-йĕре тасатса тирпейленĕ, пÿртри кансĕрлеме пултаракан япаласене тула кăларнă, стенасем çуммипе вăрăм саксем лартса тухнă, ирхине кăмака хутса пултарнă, кукăль-хуплу, кулачă, пÿремеч пĕçернĕ. Кăмакана пысăк чукунсемпе яшка, шаркку лартнă, пĕрлех тĕрлĕ закускăсем хатĕрленĕ, винегрет, салатсем тунă.
Хĕвел ансан пуçтарăнма пуçлатчĕç хăнасем. Стенасем çумне лартнă вăрăм саксем çине кашта çинчи чăхсем пек вырнаçса тухатчĕç те шăкăл-шăкăл калаçатчĕç. Арçынсем пĕр енне, хĕр арăмсем тепĕр енне хирĕç ларнă. Варрине пысăк сĕтел лартнă. Унта сăра витри, закускăсем хурса тухнă. Кил хуçи аллине четвĕрт кĕленчи тытнă та пурне те черетпе сăмакун ĕçтерсе тухнă, сума суса килнĕшĕн тав туса “тĕппипех” ĕçме хис- тенĕ. Ĕçеççĕ те калаçаççĕ. Малтанах лăпкăн кăна, çанталăк çинчен, ялти хыпарсем çинчен ахальтен тенĕ пек калаçкалаççĕ. Ик-виçĕ çаврăм ĕçсен пуçĕсем хĕреççĕ, чĕлхисем япшарланаççĕ, калаçу çивĕч- ленет, шакăлтатаççĕ кăна, пĕр- пĕрне пÿлсех: мухтанаççĕ, тавлашаççĕ. Пĕри кăçал ĕçкунĕ нумай тунипе мухтанать, теп-ри хăйĕн ватă хăрăкрах ĕнине те пасарта хаклă хакпах сутма пултарнипе савăннă, виç-çĕмĕшĕ колхозра çĕрулми кăларнă чух çемйипех ĕçлесе процент нумай илнипе питĕ кăмăллă, паранкине сутса пĕр пÿрт лартмалăх кирпĕч илсе хунă, тет. Ачисем аслă шкула вĕренме кĕнĕшĕн савăнаканнисем те пур. Вĕçĕ-хĕрри çук калаçăвăн. Хушăран тав сана! Сав мана! тени илтĕнкелет.
Пурне те черетпе виç-тăватă хут ĕçтерсе çаврăнсан, хăнасене апат лартмалла. Кăмакара пиçнĕ яшкана, шарккуна кăларса сĕтел çине антарса ларт- сан пÿрте техĕмлĕ ырă шăршă сарăлать. Йÿçĕтсе тăварланă, сысна ашĕпе пĕçернĕ яшкана питĕ юратса, рехетленсех çиетчĕç. Кил хуçине тутлă пĕçерме пĕлнĕшĕн вĕçĕмсĕр мухтатчĕç. Çинĕ хушăра “апат курки” ĕçтерсе çаврăнатчĕç. Кил хуçи сăмакунсăр пуçне çуттине те чылаях илсе хунă. Ăна та апат çинĕ чух черккепе ĕçтернĕ.
Апат çинĕ хыççăн, юн вĕриленсен лара-тăма пĕлмеççĕ хăнасем: юрлас-ташлас килет вĕсен. Кил хуçи малтанах купăс тупса хунă, калама пĕлекен вăйăçсем те пур.
Хăнара шăппăн лармаççĕ,
Юрлаççĕ те ташлаççĕ.
Юрламашкăн, ташламашкăн
Тăсса ярăр купăсне!
Янăраса каять вара купăс сасси, пуçланать юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ. Кил хуçине ырă сунса мухтанипе, тав тунипе пуçлаççĕ юрăсене.
Сăпаççипă куккукне
Виç çăмарта тунăшăн.
Сăпаççипă тăванне
Сума суса чĕннĕшĕн,
е тата
Кăввик-кăввик квакарчăн
Лайăх лупас айĕнче.
Пирĕн тăван лайăх-çке -
Курас килсе тăрать-çке.
Пĕрин хыççăн тепри çĕнĕ юрăсем шăрантараççĕ, тус-тă- ванлăха, юлташлăха мухтакан юрăсене.
Ял çыннисем пурте пекех колхозра ĕçлеççĕ. Вĕсем ĕç юррисене, ĕç çыннисене, тыр-пул çинчен хывнă юрăсене манмаççĕ.
Юратсах паян ĕçлерĕм
Эп колхозăн хирĕнче.
Ав, мĕн чухлĕ çĕнĕ тырă
Пирĕн ĕçпе пухăнчĕ.
Хăйсем пĕлнĕ пек улăштарса юрлаççĕ ку юрра. “Çавăнпа пуян пирĕн колхоз” юрра пуçласан вара ăна пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех пурте пĕр харăс тăрса шăрантараççĕ. Ял çыннисен хуласенче ĕçлесе пурăнакан тăванĕсем те нумай. Вĕсем вара çак юрра та хăйсем майлă çавăрттараççĕ:
Цехсем тулли станокĕсем,
Тăрăшаççĕ рабочисем;
Эпир хамăр завод хуçи -
Çавăнпа пуян пирĕн çĕршыв!
Уя тухсан мĕн сас лайăх,
Ĕçчен халăх сасси лайăх.
Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх,
Ача-пăча сасси лайăх.
Çак юрă та пуриншĕн те питĕ кăмăллă, чуна çывăх.
Юрăран пуян пирĕн халăх. Кĕреке юрри, тус-тăванлăх, ĕç юрри, юрату юррисем пĕрин хыççăн тепри янăраççĕ, кĕрлесе кăна тăрать кил-çурт.
Пĕр вăхăт юрласан ташă кĕввисем пуçлать купăсçă. Такмаксем каласа чăвашла та вырăсла ташăсемпе тĕпĕртетеççĕ вара хăнасем. Такмаксенче ĕçрен пăрăнма юратакансене, кахалраххисене те тĕрткелесе илеççĕ.
Колхоз хирте тыр выртать,
Ваççа килте çывăрать.
Вăран Ваççа ыйхăран,
Вăтан кăштах халăхран.
Ĕçкĕ тăвасси - йывăр ĕç. Ĕçсе-çисе, юрласа-ташласа пурте ывăнса çитеççĕ. Кил хуçине те йывăр, чăтăмлăх кирлĕ. Çакна хăнасем те туяççĕ, çапла юрлаççĕ:
Чăт-чăт тăван, чăт тăван
Эпир тухса кайиччен,
Эпир тухса кайсассăн -
Кĕрекене ларса кан.
Сăра сакки сарлака, теççĕ. Вăхăт иртни сисĕнмест: хĕллехи вăрăм çĕр те кĕске пек туйă- нать ĕçкĕ-çикĕре. Тухăçран кăвак çутă курăнма пуçлать. Киле кайма вăхăт çитнĕ. Хăнасем ăсату юррисем юрлама пуçлаççĕ.
Çитет пулĕ юрласа,
Çитет пулĕ ташласа.
Эсир пире чыс турăр,
Каяс пулать, сыв пулăр.
Пире ĕçсе çитрĕ пуль,
Эпир киле каятпăр.
Эпир сире чĕнсессĕн,
Пырса курма ан манăр.
Ирпе кăна юрла-юрла килĕ- сене саланаççĕ хăнасем.
Анчах кунпа çеç вĕçленмест-ха ĕçкĕ-çикĕ мыскари. Ирхине тул çутăлсанах алăк-ран шаккама пуçлаççĕ ĕнерхи хăнасем. Пуç ыратать, мухмăр уçмалла. “Ĕнерхи вăл “репетици” кăна пулнă, паян ĕçе малалла тăсмалла”, - тесе шÿт- леççĕ хăйсем. Каллех пÿрт туллиех пухăнать хăна-вĕр- ле: ĕçеççĕ, çиеççĕ, шавлаççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Хушăран юрлакаласа та пăхаççĕ, анчах каçхи пек савăнăçлă, янăравлă, хастарлă мар, ÿрĕк-сÿрĕккĕн кăна. Çапла иккĕмĕш кун та каç пуличченех тĕпĕртетеççĕ. Ывăнса çитсен килте те ĕçсем пур, тунтикун ĕçе те каймалла тесе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн саланса пĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика