АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунне хатĕрленсе

24 апреля 2018 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕн администрацийĕн ертÿçипе Александр Кузнецовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Кăçал Республика кунне асăннă муниципалитетра та йĕркелеççĕ. Красноармейски районĕн инфратытăмне аталантарма муниципалитет 10 млн. гранта тивĕçнĕ. “Республика уйăрнă укçасене тăкак- лассипе мĕн-пур конкурссене йĕркелесе ирттернĕ. Бюджет тухăçлăхĕ 1,7 млн. танлашнă. Вăл укçапа тротуарсем сарма, ачасем валли ятарлă вырăнсем хута яма плана кĕртсе хăварнă”, - хыпарланă А.Кузнецов.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Республика кунне районта йĕркелени муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма витĕм кÿрет тенĕ, çак мероприяти ĕçне вырăнти халăха ытларах явăçтарма чĕнсе каланă.
Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ муниципалитетра энергетика ресурсĕсен тухăçлăхне ÿстерессипе тĕллевлĕн ĕçленине пĕлтернĕ. Икĕ çул хушшинче районта ача сачĕсемпе шкулсенче хутса ăшăтмалли тытăмсене модернизацилесе пĕтерме плана кĕртнĕ. Вырăнти ертÿлĕх ял урамĕсене çутăпа тивĕçтерес ыйту çине тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Тахçанхи лампăсене электроэнерги перекетлеме май паракан хатĕрсем çине куçарассипе çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика