АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсене - çĕнĕ клубсем

24 апреля 2018 г.

Чăваш Енре 2016 çултанпа çĕнĕ культура çурчĕсем тăваççĕ. Çакă вăл Чăваш Рес- публикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 168 номерлĕ “Яллă вырăнсенче культурăпа кану учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен” Указне пурнăçлама тытăннинчен пуçланнă. 2016-2017 çулсенче çакна валли федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе Елчĕк, Çĕрпÿ, Вăрмар, Патăрьел, Канаш, Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай районĕсенче пурĕ 7 клуб хута янă. Ялсем пушанса ан юлччăр, вĕсенчен çамрăксем тухса ан кайччăр тесе тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелеме тимлеççĕ республикăпа района ертсе пыракансем. Çакна 2017 çул вĕçĕнче Чутей ялĕнче вĕр-çĕнĕ культура вучахĕ уçăлни те çирĕплетсе парать. Вăл кермен пекех илемлĕ курăнса ларать. Çĕнĕ çул умĕн çĕнĕ клуба савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх, Чутейри вĕр-çĕнĕ клубра халăхăн культура пурнăçĕпе пушă вăхăтне йĕркелеме мĕн кирли пĕтĕмпех пур: 106 вырăнлă зал, кружоксен пÿлĕмĕсем, вулавăш, кадрсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Чутей халăхĕ ялти культура пурнăçне çĕнĕрен чĕртсе яма май паракан клуб туса панăшăн питĕ савăннă та унта çынсем пырсах çÿреççĕ.
2018 çулта вара Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш, Патăрьел районĕнчи Ишлĕ, Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕсенче çĕнĕ клубсем алăкĕсене уçĕç. Канаш районĕнчи Шăхасанти клуба 2019 çулта хута яма палăртнă. Сăмах майăн каласан, хамăр районти вăтаяльсем те хăйсен ялĕнче клуб пуласса шансах пурăнаççĕ.
2018-2019 çулсенче çĕнĕ клубсем туса ĕçе кĕртме 65,1 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутран республика бюджетĕнчен - 53,7 млн. тенкĕ.
Çакăнсăр пуçне республикăра кăçалах 33 культура çуртне юсама, 24 клуба çĕнетсе лайăхлатма пăхнă. Çак шута пирĕн районти Çĕнĕ Пуянкассинчи тата Йăнтăрчăри культура çурчĕсем те кĕреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика