АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар çамрăк

24 апреля 2018 г.

Хастар çамрăк

Элпуçĕнчи Моисеевсен ывăлĕсемпе хĕрĕсем çемьеленсе ялтах тымар янă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах ачи-пăчисемпе клубалла васкаççĕ. “Юрра-ташша пултаруллă, хăйсемех пĕр концерт лартса пама пултараççĕ”, - теççĕ вĕсем пирки ялта.
Пĕртăвансенчен пĕри - Алексей Николаевич - кунти культура çурчĕн заведующийĕнче ĕçлет.
Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, ĕçĕ-хĕлĕ те ăнăçса пырать унăн. Тĕрлĕ уяв-конкурссем, концертсем хатĕрлесе ял çыннисене савăнтараççĕ. Ал ĕçне вĕрентекенсен клубне хĕрарăмсем кăмăлласа çÿреççĕ. Тĕрлĕ куравсенче те пĕрре çеç мар палăрнă вĕсем. Халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас, ăна малалла аталантарас тесе нумай тăрăшать çамрăк ертÿçĕ. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче йăлана кĕнĕ пулăçсен ăмăртăвне йĕркелеме те хăйĕн тÿпине хыврĕ. Тупăшакансемпе курма килнисене илемлĕ чăваш юррисемпе хавхалантарчĕ. Тăвайри халăх хорĕпе арçынсен ансамблĕнче юрлама та ĕлкĕрет Алексей Моисеев. Концерт хыççăн куракансем мухтаса тав тăваççĕ çамрăк юрăçа. Хастар культура ĕçченне нумаях пулмасть район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика