АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх юлташне асăнса - турнир

24 апреля 2018 г.

Çывăх юлташне асăнса - турнир

Çывăх çыннăмăра Михаил Хвостова асăнса Тĕмер шкулĕн спортзалĕнче волейбол турнирĕ иртрĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ апрель уйăхĕнче çак ăмăртăва Мишăн çывăх тусĕсем пулнă пĕртăван Сергейпе Александр Хумышевсем йĕркелеççĕ.
Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисене шкул директорĕ А.Николаева, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов саламларĕç. Çирĕп сывлăх, спортра çитĕнÿ-сем, интереслĕ вăйă сунчĕç.
Сергей Витальевич турнира хутшăнма кăмăл тунă командăсемпе паллаштарнă хыççăн Тĕмер çамрăкĕсемпе ветеранĕ- сем, Тăвай, Тăрмăш, Тушкил командисем хушшинче хĕрÿ тытăçу пуçланчĕ.
Волейболистсен ăсталăхĕ çуллен ÿссе пынине палăртмалла. Малти вырăна тухма ăнтăлчĕ кашни команда. Çапах та тăрмăшсене çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тăвайпа Тĕмер ветеранĕсен командисем пайларĕç.
“Çак вăййа йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн пĕртăван Хумышевсене, шкул директорне А.Николаевана, физкультура учительне Б.Емельянова, М.Роштовапа Н.Воробьева поварсене, Г.Катякова завхоза питĕ пысăк тав. Çултан çул çак турнир вăй илсех пытăр. Миша яланах çамрăксене спорта явăçтарас, волейбол вăййине аталантарас тесе тăрăшнă. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçланса пынишĕн эпир савăнатпăр, пурне те ырлăх-сывлăх сунатпăр”, - терĕç Мишăн мăшăрĕ Елена Ивановнапа ашшĕ Василий Иванович (сăн ÿкерчĕк-ре: сылтăмран виççĕмĕшĕпе иккĕмĕшĕ Тĕмерти ветерансен командипе), ытти çывăх тăванĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика