АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕнче - паянхи ыйтусемпе ĕçсем

20 апреля 2018 г.

Информаци кунĕнче - паянхи ыйтусемпе ĕçсем

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче вăл юнкун мар, кĕçнерникун пулчĕ. Малтанах районти администраци çуртĕнче ĕçлекенсемпе Пĕрлехи информаци кунĕнчи темăсемпе калаçусем йĕркеленĕ.
Çынсем пурлăхпа тивĕçтерекен организацисемпе тăвакан тÿрĕ килĕшÿсем пирки, кăçалхи çуракине ирттерес, тирпей-илем кÿрес, контейнерсенче пухăннă çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухас, çулсене юсас, çĕнĕрен тăвас тата ытти ыйтусем хускатаççĕ. Мĕн пăшăрхантарни, чун-чĕрене мĕн ыраттарни тан тапнă пек яланах çиеле тухать вăл.
Тÿрĕ килĕшÿсем çинчен
2018 çулхи апрелĕн 3-мĕ-шĕнче Раççей Президенчĕ “Раççей Федерацийĕнчи Çурт-йĕр кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен” ФЗ-59 номерлĕ федераллă закона алă пуснă. Унта нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çурт хуçисемпе пурлăхпа тивĕçтерекен организацисем хушшинчи хутшăнусене çĕнĕлле, тÿрĕ килĕшÿ- семпе йĕркелесси çине куçассине пăхнă. Халĕ коммуналлă услугăсемпе ?сивĕ тата ăшă шывпа, электроэнергипе, газпа, ăшăпа, шыва юхтарса кăларассипе/ тивĕçтерессипе тата çавăн пекех хытă каяшсемпе çыхăннă килĕшÿ- сене ?договорсене/ çуртсен харпăрлăх хуçисем хăйсене пурлăхпа тивĕçтерекен организацисемпе тата коммуналлă каяшсен çаврăнăшĕн регионти операторĕпе посредниксене явăçтармасăр тÿрĕ килĕшÿ тума пултараççĕ. Хальхи вăхăтра вара управляющи организацисем кăна мар, çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсем те, çурт-йĕрпе потребительсен кооперативĕсем те посредниксем пулса тăраççĕ. Шăпах асăннă организацисем электричество энергийĕпе, ăшă тата сивĕ шывпа, газпа усă курнăшăн татăлассипе çурт хуçисен ĕçне тăваççĕ.
Тÿррĕн килĕшÿсем туни хушша-хуппа кĕрессине, пурлăхпа усă курнăшăн парăмсем пухăнса каяссине пĕтерме тивĕç. Çĕнĕлле хутшăну коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессине ансатрах, уçăмлăрах тăвать, çапла майпа услугăсемшĕн укçа пухăнасси лайăхланать тесе шутлаççĕ. Халĕ вара çурт хуçисенчен нумайăшĕ коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн вăхăтра тÿлет, апла пулин те управляющи компанисен пурлăхпа тивĕçтерекен организацисем умĕнчи парăмĕ ÿссех пырать.
Тÿрĕ килĕшÿсене çакăн пек чухне тума пултараççĕ:
-çуртсен хуçисем ?харпăрлăхçисем/ пĕрлехи пухура çакăн пирки йышăну тусан;
-енчен те управляющи организацийĕн пурлăхпа тивĕçтерекен организацисем умĕнче икĕ е ытларах уйăхшăн парăмсем пур пулсан;
-нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăмалли меле улăштарнă чухне.
Тÿрĕ килĕшÿ тума çуртсен хуçисен пĕрлехи пухăвĕн йышăнăвĕ кирлĕ пулать. Уншăн çурт хуçисен иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен ытларахăшĕ сасă пани кирлĕ пулнине кăтартса панă.
Енчен те çуртсен хуçисене ?харпăрлăхçисене/ управляющи компанин ĕçĕ тивĕçтерет пулсан, вĕсенче пурăнакансем пурлăхпа тивĕçтерекен организацисемпе тÿрĕ килĕшÿ тумасăр та пултараççĕ.
Республикăра тÿрĕ килĕшÿ- семпе ĕçленин опычĕ пур, тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче. Çавăн пекех Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар районĕсенчи пурлăхпа тивĕçтерекен организацисем тÿрĕ килĕшÿсемпе ĕçлеççĕ.

Çурхи ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пулса пыни
Кăçал республикăра акса тăвакан пĕтĕм лаптăк 560 пин ?2017 çулхипе танлаштарсан, 100,9 процент/ гектарпа танлашмалла. Çурхи акана 324,3 пин гектар çинче туса ирттерме пăхнă.
Ака лаптăкĕсен структуринче çурри ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем, 37,2 процентне выльăх апачлĕх культурăсем йышăнĕç. Юлашки пайĕнче çĕрулми - 5,4 процент, техникăлла культурăсем - 3,6 тата пахчаçимĕç 0,7 процент пулĕç. Кăçал çĕрулми лаптăкне ÿстерес задача тăрать.
Кĕр тыррисене республи- кăра тĕш тырăлăх тата выльăхсене ешĕлле çитерме 80,5 пин гектар акса хăварнă. Ку вăхăтра вĕсене удобренисем парса апатлантар- ма тăрăшаççĕ.
Вăрлăхсем, тĕпрен илсен, çитеççĕ, вĕсене кондицие лартассипе малалла ĕçлеççĕ. Удобренисем, дизель топливипе бензин кÿрсе хатĕрлес ĕçсем те малалла пыраççĕ.
Пирĕн районта çуракине 13 пин гектара яхăн лаптăкра туса ирттерме палăртаççĕ, çак шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем 9417, çĕрулми - 30, кукуруза 700 гектар çинче пулĕ. Çакна валли вăрлăхсем çитеççĕ, тĕш тырă вăрлăхĕсен 90 проценчĕ кондициллĕ. Хуçалăхсем тĕш тырă культурисен 142 тонна элита, 143 тонна I репродукциллĕ вăрлăхĕсене туянса хатĕрленĕ, 7 тонна кукуруза вăрлăхĕ илнĕ. Элита вăрлăхсен хисепне 5,8 процента çитерес тĕллев тăрать.
Ака-сухана хутшăнакан трак- торсен тĕп пайĕ юсавлă.
Минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерессипе малалла тимлеççĕ.

Экологи субботникĕсем, йывăç кунĕ, тирпей-илем
Республикăра та, çав шутра пирĕн районта та, çуркунне тавралăха, территорисене тасатса тирпей-илем, хăтлăх кÿрессипе тата йывăç-тĕм лартса, курăксемпе чечексем акса симĕслетессипе экологи субботникĕсем, уйăхлăхĕ- сем йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçал ку ĕçсене Ырă ĕç тăвакансен ?волонтерсен/ çулталăкри мероприятийĕсен планне те кĕртнĕ.
Апрелĕн 15-мĕшĕ - июнĕн 5-мĕшĕсенче çулленех Пĕтĕм Раççейри “Экологи хăруш-лăхĕнчен хÿтĕленмелли кун” акци иртет. Шăпах çак тапхăрта тавралăхшăн тăрăшса çынсем нумай ĕç туса ирттереççĕ - массăллă экологи субботникĕсене хутшăнаççĕ, кил умĕсене, предприятисемпе организацисен территорийĕ- сене, урамсене тасатса типтерлеççĕ, çÿп-çапа, ытти каяшсене турттарса тухаççĕ, йывăç-тĕм лартса симĕслетеççĕ, çĕнĕ парксемпе скверсем хываççĕ, вăрмансене, шывсен, çулсен хĕррисене тасатаççĕ тата ытти те. Апрелĕн 21-мĕшĕ - майăн 21-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри “Симĕс çуркунне -2018” экологи субботникĕ иртет, унăн тĕллевĕ - ялсенчи экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Апрелĕн 1-мĕшĕпе сентябрĕн 15-мĕшĕ хушшинче Чăваш Республикинче, çав шутрах пирĕн районта та ирттерекен “Хамăрăн юхан шывсемпе кÿлĕсене - таса çырансем” акци хăтлăхпа илĕртÿлĕх кÿрĕ. Вăл ялсем тата шыва кĕмелли вырăнсем, шыв объекчĕсем таврашĕнчи çÿп-çапа тасатса хăтлăх кÿме пулăшĕ.
Экологи уйăхлăхĕпе субботникĕсем вăхăтĕнче хытă каяшсене тĕлсĕр вырнаçтарнă вырăнсене те пĕтерме май килĕ.
2018 çулхи майăн 12-мĕшне çĕршывра йывăç лартмалли кун тесе палăртнă. Республикипе çак акци кунĕнче парксем, скверсем, аллейăсем, астăвăм лаптăкĕсем хывĕç, 35 гектар çине йывăç-тĕм лартма палăртнă. Лесничествăсенче 25 гектар ытла çĕнĕрен вăрман чĕртеççĕ.
Кашни ялтах çуркунне масарсене тасатса йĕркене кĕртессипе тимлĕç.
Халĕ шăпах икуйăхлăх пырать. Вĕсене кăçал та халăха, çемьесене, шкулта вĕренекенсене, коллективсене, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене, техникăна анлăн явăçтарма пăхнă. Тирпей-илем кÿрес ĕçсене çынсем хăйсем те çемйи-çемйипе, ачи-пăчипе хутшăнасси ырă йăлана кĕнĕ. Ку вăл пурне те экологи хăрушсăрлăхĕшĕн, çут çанталăк ырлăхĕшĕн тимлессине мала хума вĕрентет.
Республика территорийĕнче автомобиль çулĕсен тăршшĕ 12366,19 километрпа танлашать, çав шутра федераллă çулсен тăршшĕ - 329,074 км, регионтисен - 1539,902, вырăнти автомобиль çулĕсен тăршшĕ 10498,000 километр. Паллах, кĕперсем, шыв юхтарса кăлармалли пăрăхсем тата ытти те пур. Çуркунне çулсен пахалăхĕ начарланать. Ку вăл температура режимĕ тăтăшах улшăнса тăнинчен те килет. Çаксене шута илсе автомобиль çулĕсене нормативлă йĕркере тытса тăма тата вĕсене ĕçлесе тирпейлеме тивĕçлĕ ĕçсем, шăтăк-путăксене тĕрлĕ технологипе юсаса йĕркене кĕртнинчен, çулсен хĕррисенчи тасамарлăхсене пуçтарнинчен пуçласах, туса ирттереççĕ.

Çĕнтерÿ тунăранпа - 73 çул
Вăрçă халăхшăн çав тери пысăк инкек. 1941-1945 çулсенче 1418 кунпа çĕр тăршшĕ пынă Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче 73 çул çитет. Çак чаплă уява халалласа палăртнă спортпа массăллă мероприятисене, митингсене çÿллĕ шайра ирттерме тăрăшаççĕ.
Апрелĕн 22-мĕшĕнчен пи-рĕн çĕршывра тата чикĕ тулашĕнчи çĕршывсенче те “Георги хăйăвĕ” акци пуçланать. Ку вăл патриотла воспитани енĕпе пысăк пĕлтерĕ-шлĕ акци. Ăна 2005 çултанпа йĕркелесе ирттереççĕ. Спорт вăййисем, вăрçăпа тыл ветеранĕсемпе ăшă тĕлпулусем, патриотла юрăсен концерчĕ- сем, астăвăм вахтисем, чыславсем иртĕç. Анчах ветерансен йышĕ çулсерен катăлса пырать. Ямпулатри Тимофей Григорьевич Григорьев ĕçпе вăрçă ветеранĕ те кăçал 98 çул тултарать. Районта тата ялсенче митингсем пулĕç, “Вилĕмсĕр полк” утса иртĕ.
Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунĕнче “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыркăмăллăх марафонĕ ирттерни çинчен те каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика