20 апреля 2018 г.

“Районти “Ял ĕçченĕпе” тахçантанпах туслă Элпуçĕнче пурăнакан Ю.Поликарпов. Çывăх кунсенчех кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăнасса пĕлтерчĕ”, - терĕç çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем.
“Район хаçатне вуламасан темĕн çитмен пекех туйăнать. Тăвай ен пурнăçне туллин çутатать вăл. Республикăри çĕнĕ хыпарсене те вăхăтра пĕлетпĕр, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Юрий Анатольевич. -”Ял ĕçченĕн” иртнĕ номерĕнче хаçат кăçалхи июльтен эрнере пĕрре 8 тата 12 страницăллă тухасси çинчен çырнăччĕ. Ăнланатпăр хаçатçăсене те, пичет кăларăмне вулакан патне çитернĕшĕн хаксем ÿссе пыни чылай йывăрлăх кăларса тăратать. Районăн хăйĕн хаçачĕ пулни хаклă пирĕншĕн”.
Амăшĕ, Раиса Александровна хаçатра районти хуçалăхсем хăçан ака-сухана тухнипе, тырă, ытти ял хуçалăх культурисем туса илессипе камсем малта пынипе, усăллă канашсемпе, ытти статьясемпе интересленсех паллашни çинчен каларĕ, хаçатра ĕçлекенсене пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ.